From Wikipedia, the free encyclopedia
Сăваплă Хакăл (лат. Spiritus Sanctus) — христианлăхра пĕрлĕ Турăн — Сăваплă Виçпĕрлĕшĕн — виççĕмĕш пăçтаçĕ (сăнарăшĕ).
Христианлăх Портал:Христианлăх | |
Библи | |
Виçпĕрлев | |
Христианлăх кун-çулĕ | |
Христиансен турă сăмахĕ | |
Христианлăх турачĕсем |
Ĕненекен кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче Сăваплă Хакăл кирлине йăлари чыларахăш христиан конфессисенчи çын йышăнать. Сăваплă Хакăл — Виçпĕрлĕшĕн пĕрри, ун витĕр/урлă виçпĕрлĕ Турă çынна тата чиркĕве тухать. Турă-Атте ăнлав Кивĕ Халалра пĕрремĕш степеньре, Ывăлне кĕл туни — Евангелисенче çырнă тапхăрта пулнă пулсан, хальхи самантра Христос чиркĕвĕнче ытларах Сăваплă Хакăл парнисем паллăрах шутланаççĕ[1]
Дидахери çиччĕмĕш пайĕнче тĕне кĕртнĕ чухнехи «Ашшĕ тата Ывăлĕ тата Сăваплă Хакал ячĕпе» формула пур[2]. I ĕмĕрĕн вĕçĕнче сăваплă Рим Клименчĕ Виçпĕрлĕшĕн Виçĕ сăпатне пĕрлештерсе тупа тăвать: «Турă чĕрĕ тата Иисус Христос Хуçа чĕрĕ тата Сăваплă Хакăл чĕрĕ, суйланисен ĕненĕвĕ те, шанчăкĕ те»[3].
Вăлах риторикăлла ыйтать: «Пĕр Турăна çеç мар-и тата пĕр Христоса çеç мар-и пĕлетпĕр эпир? Пĕр Сăваплă Хакăлăн пархатарĕ пирĕн çине килет мар-и?»[4].
Çаплах сăваплă Климент Хакăла Сăваплăх Çырăвĕн авторĕ, хавал параканĕ тесе асăнать. Ориген çирĕплетнипе, Сăваплă Хакăлăн çавнашкал «мăнаçлăхпа влаç» пур, вăл Ашшĕпе Ывăлĕпе пĕрлĕш[5]. Сăваплă Хакăла пуçтайни пирки Рим Ипполичĕ калать. Сăваплă Хакăл пĕтĕмпех турăлăхлине тата Вăл Ашшĕпе тата Ывăлĕпе пĕр шухăшлăхнине сăваплакан Аслă Афанасий каланă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.