From Wikipedia, the free encyclopedia
Рига (латыш. Rīga) — Латви тĕп хули.
721,8 пинĕ çын (2006) пурăнать.
Хулана Тинĕсçум айлăмĕнче Ригав тӳремĕнче, Даугава шывĕ Балтика тинĕсĕн Рига заливне юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Ригăн историллĕ пайĕ Даугавăн сылтăм çыранĕнче, Рига заливне юхса кĕриччен 10 çухрăмра никĕсленĕ. Кунта хăйăрлă вырăн, тинĕс шайĕнчен 1-10 м çӳллĕ.
Ригăра - тинĕ çывăх пулнипе — лăпкă ăшă та нӳрĕклĕ. Çу ытлах ăшă мар, çумăрлă (вăтам температура - утăри - 16,9 °C; нӳрĕк ӳкни — 85 мм). Хĕлле сивĕ мар, уйăхра 10 хутчен юр-пăр ирĕлет (вăтам температура - кăрлачра — 4,7 °C). Юр çĕре раштав варринче хуплать пуш уйăхĕн варрине çитиччен выртать. 40 % яхăн кунсем çумăрлă, çулта нӳпĕк ӳкни 700—720 мм.
Пĕрремĕш хут хула ятне 1146 е 1156 çулта нимĕç хроникинче асăнннă. Ливон хроникинче Рига вырăнĕ пирки (locus Riga) 1196 çулта çырнă. Официаллă хула пуçламăшĕ 1201 çул — Ригăна пуçласа яраканĕ Бремен нимĕç епископĕ Альберт фон Буксхев(е)ден. 1282 çулта Рига, Любек (нимĕçле Lübeck) тата Висбю хулисем Ганза Сутă-илӳ Пĕрлешĕвне кĕнĕ.
1561 çулчен хулана Рига архиепископĕсем хăйсен аллинче тытса тăнă. 1561 - 1581 çулсенче Рига ирĕклĕ хула. 1581—1621 çулсенче — Польша тапхăрĕ. 1621—1711 çулсенче — Швеци тапхăрĕ. Çурçĕр вăрçи (1700—1721) хыççăн Рига Раççей империне кĕрет. 1796 çулта хула кĕперне тĕпĕ.
1918 - 1940 çулсенче тата 1991 çултана Рига — ирĕклĕхлĕ Латви тĕп хули.
Рига ячĕ — Riika скандинави чĕлхисенче «Пурăнан вырăн» евĕр куçарăнать. Çакă кунта 1201 çулчен скандинави викингĕсем пурăннине пĕлтерет. Анчах тепĕр халап та пур.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.