Reykjavik (исл.: Reykjavík, «тĕтĕмлĕ кӳлмек»)— Исланди тĕп хули те ун чи пысăк ял-хули. Тĕнчен чи çурçĕр хули, Европăн чи анăç хули. Поляр çаврине çывăх вырнăçнипе хĕллехи вăхăтра тăватă сехет кăна кун çути палăрать, çапах çуллахинче талăкĕпе çутă.
1845 çултан Альтингăн (Исландири парламент) официаллă вырăнĕ. Рейкьявик губернаторĕ Дагур Б. Эггертссон.
Кун-çулĕ
Рейкьявик Исландин чи пĕрремĕш ял-хулисенчен пĕри. 874 çулта килнĕ Ингольфур Арнарсон вырăна никĕсленĕ. Çывăх çĕрте ăшă çăлкуçсем пуррипе тĕтĕмлĕ пулнă кура Reykjavík, «тĕтĕмлĕ кӳлмек» ят панă. Хула 1876 çултанпа кăна. XX ĕмĕрте вăйланса пынă:
- 1801 çулта - 307 çын,
- 1860 çулта - 1444 çын,
- 1901 çулта - 7000 çын,
- 1911 çулта - 12 239 çын,
- 2003 çулта - 113 387 çын.
- 2007 çулта - 117 721 çын.
Культура
Рейкьявик Исландири культура тĕп вырăнĕ, музейсем, театрсем, опера çурчĕсем пур. Хулан çичĕ ишмелли вырăнĕсене туллин ăшă çăлкуçĕсен шывĕпе те энергийĕпе ăшăлантараççĕ, вĕсене исландсем те, туристсем те юратаççĕ.
Çул-йĕрĕ
Экономика
Хулан экономика паллисем:
- 16 % суту-илӳ
- 15, 5 % медицина
- 16 % финанс, страховани, недвижимость пасарĕ
- 12 % хăна çурчĕсемпе транспорт
- 18,9 % промышленноç (вĕсенчен 0,5 % кăна пулă промышленноçĕ)
Паянхи кун туризмпа хăна индустрийĕ хула экономикин чи вăйлăн аталанакан секторĕсем.
Каçăсем
Рейкьявик Викиампарта? |
- Reykjavík.is - официаллă сайчĕ
- BloggingReykjavik 2006 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.- Рейкьявик сăнӳкерчĕкĕсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.