From Wikipedia, the free encyclopedia
Раççей импе́рийĕ; çаплах Раççей патшалахĕ е Раççей (реформăчченхи вырăс. Россійская Имперія) — Вырăс патшалăхĕн 1721 çултанпа Февраль революцийĕ хыççăн 1917 çулта республикăна куçариччен ячĕ. Импери çуралнине Аслă Çурçĕр вăрçи вĕçленсен вырăс патши Аслă Пётр I пĕлтерет[1]. Раççей империн тĕп хули малтан Санкт-Петербург 1713—1728 çулсенче, кайран Мускав 1728—1730 çулсенче, тепĕртакран каллех Санкт-Петербург 1730—1917 çулсенче (1914 хулана Петроград ята куçарнă) пулнă.
Раççей империйĕ Çĕр çинче хăçан та пулин йĕркеленнĕ патшалăхсем хушшинче лаптăкĕпе виççĕмĕш (Монгол тата Британи империсем хыççăн) — унăн территорийĕ çурçĕрте Çурçĕр Пăрлă океанĕнчен пуçласа кăнтăрти Хура тинĕсе çити, анăçри Балти тинĕсĕнчентухăçри Лăпкă океана çити сарăлса выртнă. Империн пуçлăхĕ— пĕтĕм раççей императорĕ, 1905 çулчен нимĕнпе те чарман абсолют влаçпа усă курнă. 1917 çулхи авăнăн 1- (14-) мĕшĕнче Раççейре официаллă республика пулса тăнине пĕлтернĕ. Империн саккун тăвакан органне — Патшалăх Думине — çав çулхи юпан 6- (19-) мĕшĕнче салатса янă.
Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ | |
---|---|
Авалхи славянсем, руссем IX ĕмĕр
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922 Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991 | |
Раççей империн географийĕ: 35°38’17" — 77°36’40" çурçĕр анлăхĕ тата 17°38’ — 169°44’ анăç вăрăмлăхĕ.
Раççей империн XIX ĕмĕр вĕçнелле территории лаптăкĕ — 21,8 млн км² (Тип çĕрĕн 1/6 пайĕ) — вăл тĕнчере иккĕмĕш вырăнта, Британи империйĕ хыççăн.
Раҫҫей Империйӗ кĕпĕрнесенче, облаçсенче, ҫарлӑхсенче (войскосенче), тӑрӑхсенче (округсенче), хуласенче тата ханлӑхсенче тӗрлӗ вӑхӑтра пайланнӑ.
Раççей империн пысăк хулисем 1897 çулхи халăх çыравĕпе (пин çын):
Пысăк хуласем, 1914 çулхи хаклавпа (пин çын):
Патшалăхăн наци тупăшĕ — 16,4 млрд тенкĕ (тĕнчен 7,4 %).
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.