Раççейри граждан вăрçин 3-мĕш тапхăрĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕ (пуш, 1919 — ака, 1920) Çавăн пекех пăхăр: Колчакăн пур Раççей ертӳлĕхĕ, Мăн Çĕпĕр Пăрлă харçи
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем |
---|
1-мĕш тапхăрĕ |
2-мĕш тапхăрĕ |
3-мĕш тапхăрĕ |
4-мĕш тапхăрĕ |
5-мĕш тапхăрĕ |
1919 ç. çуркунне Раççей граждан вăрçин 3-мĕш тапхăрне кĕрсе каять. Антантăн Аслă канашĕ тепĕр вăрçă харçине хатĕрлет. Кун чух, вăрттăн хутсене вуласан, «…вырăссен большевиксене хирĕç вăйĕсем кӳршĕ тамăр патшалăх çарĕсемпе пĕрле…»интервенци тумалла тенĕ.[1] Пулас тапăнура тĕп ĕçне шурă çарсем, пулăшу ĕçне — чикĕ лешьенчи патшалăх — Финлянди, Эстони, Латви, Литва, Польша çарĕсем — çине пайланă. Çапах та Антантăн çак планĕ хут çинче çеç пулать — Шурă ертӳлĕхсем Антантăн харпăр тупăш тĕллевлĕ политикине чухласа кашни хăй тĕллĕн ĕç тимленĕ. Тĕслĕхрен, «Франци хăйĕн тимлĕхне Кăнтăр хĕçпăшаллă вăйĕсем, Украина, Финлянди тата Польша хушшинче пайласа, Польшăна кăна кирлĕ пулăупа тивĕçтерчĕ, ăна инкекрен хăтарасшăн çеç каярах Кăнтăр çарпуçлăхĕпе татăçуллă ĕçлĕхе, кĕрешӳн юлашкинче, крым тапхăрĕнче кĕчĕ… Тĕплĕн каласан, унтан эпир кирлĕ пулăшу кĕтсе илеймерĕмĕр: дипломати çирĕп пулăшăвне те, уйрăмах Польша енчен пулашу кирлĕ вăхăтра та, кивçен укçапа та, вăрçă хатĕрĕпе те.[2]»— тепĕртакран çапла çырать Р. К. Х. В. Тĕп çарпуçĕ генерал А. И. Деникин.
Англи, Франци тата АПШ Колчакпа Деникин ертӳлĕхĕсене экономика енчен пулăшма тытăнаççĕ. 1918/19 çул хĕлĕнче çĕршер пин винтовкăпа (250—400 пин Колчака тата 380 пин Деникина), танксем, грузовиксем (1 пине яхăн), броневиксемпе самолётсем, темиçе пин çын валли вăрçă хатĕрĕпе вăрçă тумтир панă. Колчак çарне хатĕрпе пулăшакан ертӳçи акăлчан генералĕ Альфред Нокс каланă:
Вырăс салтакĕ çак çулта большевиксене хирĕç пенĕ кашни патрона Англире акăлчан рабочисем акăлчан материалĕнчен тунă, Владивостока акăлчан пăрахучĕсем турттарса килнĕ.[3]
Çакăнпа пĕрлех Антанта Шурă ертӳлĕхсене çак пулăшăва саплама ыйтнă. Генерал Деникин çирĕплетет:
Вăрçă хатĕрĕпе пулăшнăшăн, пĕр-икĕ янтă хатĕр пăрахут ярса панăшăнах «экономика хаклавĕллĕ тӳлев» илесшĕн Франци миссийĕ çурла уйăхĕнчен пуçласа ыйту хускатать… Маклаков Парисран, франци ертӳлĕхĕ эхер те эпир «вăрçă япалисене хирĕç тивĕçӳллĕ тулă тиесе ăсатма хамăра тивĕç йышăнмасан» «вăрçă япалисене тиесе яма чарăнать» тесе телеграфлать[4]
«çакă пулашу мар, япала улăштарни, ахаль сутă-илӳ кăна пулнă» тĕп-тӳррĕнех пĕлтерет[4] .
Британи кăшăлĕн ĕçтĕшĕ, вăрçă министăрĕ Винстон Черчĕл тата тӳрĕрех каланă:
Çак çулта эпир фронтсенче эптр тăшманлă вырăссен ĕçĕшĕн çапăçнă тени тĕрĕс мар пулать. Апла мар, вырăс шурă гвардисем пирĕн ĕçшĕн çапăçрĕç. Большевиксем шурă çарсене çапса çĕмĕрсе хăйсен тытăмлăхне Раççей империн пĕтĕм çĕрĕнче тĕреклетсен çак чăнлăх пире сисмеллех ыраттарĕ.[5]
Çак сăмахсем Антанта вырăс Шурă юхăм çарĕсемпе тупăçлав политикине тытса пынине, «тамăрсем» хăйсемех шурă гвардисемпе хутшăну ĕç-хĕлĕнче хăйсем çине пулăшу этеплĕ шанчăкне илессине татăçу хучĕсенче çирĕплетменни курăнать. Çапла, британи премьер-министăрĕ Ллойд Джордж Принцев утравĕсем çинче шуррисемпе хĕрлисене калаçу сĕтелне (Англи майлă ĕç-пуçла) лартасси юрăха тухни хыççăн тӳрех уçăллă пуплет:
Колчак адмиралпа Деникин генерала пулăшни тĕрĕс пулнă-ши ыйту тавлашуллă шутланать, мĕншĕн тесен вĕсем «Пĕрлĕ Раççейшĕн кĕрешеççĕ»… Аслă Британи политикине çак лозунг килĕшӳллĕ-и, эп татса пама пултараймасть… Перси, Афганистан тата Инди еннелле глетчер евĕр ывтăнса пыракан хаватлă, аслă тата пысăк Раççей Аслă Британи империшĕн чи кăра хăрушăлăх пулнине пирĕн аслă çынсенчен пĕри, лорд Биконсфильд, палăртать…[6]
Британи премьер-министăрĕн çак сăмахĕсем хыççăн унăн вăрçă ĕçтешĕ калани урăхлах шухăша пĕлтереççĕ, хальхи тĕпчевçĕсен ĕçĕсенчен паллă, Британи, шуррисен кĕрешĕвĕ путланнипе «тамăрсен» «икĕ пĕчĕк Раççей» тăвас ĕмĕчĕ сӳнет, çак хирĕçĕвĕн пĕр енĕ майлă пулма суйлать. Н. В. Стариков çырнипе, Англи хăйсен влаçне тытса юлас тесе компромислă тата каялла чакма пулнă большевиксен çĕнтерĕвĕ пирки ĕмĕтленнĕ, шуррисен çулпуçĕсем вара «Эпир Раççее сутмаспăр» тенĕ[7], çакна пула, Деникин генерал каланипе акăлчансем «пире хăрушăллă самантра кĕрешӳрен тухнă, большевиксене хирĕç вăйсене пулăшма пăрахнă[8]».
Версаль мирне алă пусса çирĕплетсен, Германи вăрçăран тухсан, анăç тамăрсем Шурă юхăма пулăшу пама пăрахаççĕ.
Колчак политика тупсăм ыйтăвĕсене тарăн тарăн тимленен, вăл хăйĕн ялавĕпе большевиксене хирĕç тĕрлĕ тĕллевлĕ политика вăйĕсене пуçтарса çĕнĕрен патшалăхăн çирĕп тытăмне йĕркелессе чун туйăмĕпе шаннă.
1919 уйăхĕн пуш уйăхĕнче А. В. Колчакăн лайăх хĕçпăшалланнă 150 пинлĕ çарĕ Мускава иес тĕлевпе тухăçран тапăну пуçлать.
Çав хушăрах хĕрлисен Тухăç фрончĕн тылĕнче большевиксене хирĕç çĕкленнĕ çĕр ĕçтĕшсен пăлхавĕ (Чаппан вăрçи) тапранать, вăл Самарпа Чĕмпĕр кĕпернисене ярса илет. Пăлхавçăсен йышĕ 150 пинĕ çынна çитет. Япăх йĕркеленнĕ тата начар хĕçпăшаллă пăлхавçăсене Хĕрлĕ çарăн пайĕсемпе ЧОН пĕтерекен текĕрчисем тĕппиех салатса аркатаççĕ.
Пуш-ака уйăхĕсенче Колчак çарĕсем, Ӗпхӳ, Ижевск тата Воткинск туртса илеççĕ, пур Урал çĕрĕсене йышăнаççĕ те çапăçусемпе Атăл еннелле талпăнаççĕ, анчах та Хĕрлĕ Çарăн пысăк йышлă вăйĕсем Самарпа Хусан патĕнче чарса лартаççĕ.1919 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче хĕрлисем хирĕç тапăнса 1919 çурла уйăхĕнче Ӗпхӳ, Екатеринбург тата Челепи хулисене çĕнтерсе илеççĕ.
1919 авăн-юпа уйăхĕсенче Тоболпа Ишим хушшинче шуррисемпе хĕрлисен юлашки çапăçăвĕ пулса иртет. Урăх фронтсенчи пекех шуррисем, сахал йышлă, начар хĕçпăшаллă пулнипе, юнлă кĕрешуре çĕнтереймеççĕ. Çакăн хыççăн фронт саланса ӳкет те Колчак çарĕсем Çĕпĕр ăшнелле чааççĕ. Çăк хушăра эсерсем Колчак тылĕнче темиçе пăлхав çĕкленĕ, вĕсем Иркутска çĕнтерсе илеççĕ, хулари влаç эсерсен Политтĕпне куçать.Кăрлачăн15-мĕшĕнче эсерсен кăмăлĕпе пĕр пулнă çапăçас темен чехословаксем, хăйсем сыхланă Колчак адмирала Политтĕп аллине параççĕ[9].
1920 çулхи кăрлач, 21 иркутск Политтĕп Колчака большевиксен ревком аллине парать. Колчак адмирала 1920 çулхи нарăсăн 6-7 каçĕнче персе пăрахаççĕ. Ăна Ленин приказĕпе персе пăрахнă. Çапах та урăх хыпарсем пур: Аслă Тăран Колчак адмирала тата Министăрсен Канашĕн ертӳçне Пепеляева персе вĕлермелли йышăну çине Иркутск вăрçă-революци комитечĕн ертӳçи Ширямов тата А. Своскарев, М. Левенсон тата Отрадный пайташĕсем алă пуснă. Адмирала çăлма васканă Каппелĕн вырăс çарĕсем вăхăта çитеймен те, Колчакăн вилĕмĕ çинчен пĕлсен, Иркутск тапăнăвне чарнă.