П. эрч. VI ĕмĕр — п. эрч. 600 çултанпа п. эрч. 501 çула çити пынă.
Тĕнче п.эрч 500 çулта.
Панини (Инди ) санскрит грамматикине (тен, çак ĕмĕрте мар, каярах)[1] , пирĕн куна çитнĕ чи ватă грамматикăсенчен пĕррине.
Çывăх Тухăçра çак ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче Халдей е Çĕнĕ Вавилон патшалăхĕ хуçаланнă, унченхи ĕмĕрĕн вĕçĕнче Ассирие хирĕçле пăлхава ăнăçлă çĕкленĕ. П. эрч. 586 çулта Иудей патшалăхĕ пăчланать: II Навуходоносор ертсе пынă вавилон çарĕ Иерусалима ярса илнĕ, кунта пурăнан халăха вара вăйпах урăх çĕршывсене куçарнă. Пирĕн эрăччен 540-мĕш çулсенче вавилонсен Çывăх Тухăçри мăнаçлăхне Аслă Кир II , Перс империне йĕркелекенĕ, пĕтерет. Сарăлса пынă май, унăн тытăмланăвĕ çав эпохăри чи пысăк патшалăх пулса тăрать.
Европăра тимĕр ĕмĕрĕнче кельтсен экспансийĕ пынă.
Китайра — Çуркуннесемпе Кĕркуннесен тапхăрĕ .
Ольмек халăхĕн питĕ пысăк чул пуçĕ , Ла-Вента .
Рим : Луций Тарквиний Приск , Сервий Туллий , Луций Тарквиний Гордый .
Спарта : (Агидсен ăрăвĕнчен) Лев , Анаксандрид II , Клеомен I (520—491); (Эврипонтидсен ăрăвенчен) Агасикл , Аристон , Демарат (515 тĕлн. — 491).
Македони : Аероп I , Алкет , Аминта I .
Карфаген : Малх , Маго I .
Кирена : Аркесилай I , Батт II , Аркесилай II , Леарх , Батт III , Аркесилай III , Батт IV .
Гела : Клеандр (505—498).
Египет : Нехо II , Псамметих II , Априй , Амасис II , Псамметих III . 525 çул — Икĕпата перссем çенсе илнĕ.
Иудея : Иоаким , Иехония , Седекия .
Тир : Итобаал III , Баал II , Йакнибаал , Хельбес , Аббар , Маттан III , Гер-Аштари , Балеазар III , Махар-баал , Хирам III .
Урарту : Руса III , Руса IV .
Лидия : Алиатт , Крёз .
Вавилон : Навуходоносор II , Амал-Мардук , Нергал-шарр-уцур , Лабаши-Мардук , Набонид , Бел-шарр-уцур , Навуходоносор III , Навуходоносор IV .
Мидия : Увахшатра (625—585), Иштувегу (585—550).
Персия : Кир I , Камбиз II , Перси патшисем Кир II (559—530), Камбиз II (530—522), Дарий I (522—486).
Эрмени : Ерванд I Сакавакяц (570-560), Тигран I Ервандид (560-535), Ваагн Ервандид (530-515), Гидарн I (п. эрч. VI ĕмĕр)
Саба : Самхуалайа Зарих , Карибиил Ватар II , Илшараб I , Йадаил Баййин II , Йакрумбалик Ватар , Йасамар Баййин II (525 тĕлн. — 495).
Магадха : Кшатрауджас , Бимбисара (544—491).
Китай :
Чжоу : Дин-ван (606—586), Цзянь-ван (585—572), Лин-ван (571—545), Цзин-ван (544—521), Дао-ван (520), Цзин-ван (519—476).
Чу : Гун-ван (590—560), Кан-ван (559—545), Цзя Ао (544—541), Лин-ван (540—528), Пин-ван (527—516), Чжао-ван (515—489).
У : Цюй-ци , Шоу-мэн (585—561), Чжу-фань (560—548), Юй-цзи (547—531), Юй-мэн (530—527), Ляо-ван (526—515), Хэ-лу (514—496).
Япони :
I век (традиционно 581 —549 годы до н. э. ) — 2-й император Японии Суйдзэй .
I век (традиционно 549 —511 годы до н. э. ) — 3-й император Японии Аннэй .
I век (традиционно 510 —477 годы до н. э. ) — 4-й император Японии Итоку .
Халапри авалхи грек юптаруçи Эзоп ;
Аслă Кир ;
Милет Фалесĕ ;
Пифагор , авалхи грексен философĕ, математикĕ;
Иеремия пӳлĕхçĕ
Иезекииль пӳлĕхçĕ.