Консулсем: Публий Муций Сцевола тата Луций Кальпурний Пизон Фруги (икĕ плебей); преторсем: Аппий Клавдий, Гай Марций Фигул[1][2], Гай Попиллий Ленат, Луций Корнелий Лентул, Луций Рупилий тата Марк Перперна[3]; плебей эдилĕ: Лукреций Веспиллон[4][5]; халăх трибунĕсем: Марк Октавий, Публий Сатурей тата Тиберий Семпроний Гракх[6].
15 уйăх хушă хупăрланă НуманцияСципион Эмилиан çарĕсене парăнать, ун чухне нумай пурăнан çын хăй çине хăй алă хурать. Нуманци вăрçисем пĕтеççĕ. Сенат Испание рим тытăмлăхне йĕркелеме комисси ярать.
Пергам патши Аттал III вилет те хăйĕн патшалăхне рим халăхне халаллать. Аттал III шăллĕ Аристоник çакăнпа килĕшмест.
Кальпурний Пизон консул Сицилие Евн çĕкленĕ пăлханнă чурасене хирĕç вăрçма каять. Мессина патĕнче чурасене çапса çĕмĕрсен унăн çарĕ Энна патне çитнĕ.
<Тиберий> Гракхăн пĕрлĕх çĕрне (ager publicus) патшалăха таварса ăна çĕрсĕр граждансене валеçмелли саккун проекне хатĕрленĕ. Тиберие, унăн шăллĕне Гай Гракха тата Аппий Клавдий Пульхра аграри комиссине кĕртнĕ. Тиберия тата ăна майлă 300 çынна Назика ертсе пынă сенатăн хĕçпăшалланă ушкăнĕ вĕлернĕ. Официаллă пĕлтернипе, Гракх патша влаçне хапсăннă.