From Wikipedia, the free encyclopedia
Пÿлер — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи тĕп халăх хăйне хăй асăнса каланă ят.
Сăмах акă мĕн пирки. Атăлçи пăлхар çыннисем (тĕп халăх) хăйсене хăйсем «пăлхар» темен иккен. Вĕсен чăн эндоэтнонимĕ «пÿлер» пулнă. Н. И. Егоров шучĕпе, пăлхарсем 10-мĕш ĕмĕртех хăйсене варринчи г/х сасăсăр асăннă[1].
«Шалти» (эндо-) этноним çапла пулнине темиçе çăлкуç çирĕплетет. Вĕсенчен чи паллăраххисенчен пĕри — Абу Хамид ал-Гарнати каланăлăхĕ[2].
<Вырăсла куçару: ... А смысл слова булгар — ученый человек... А ученый у них называется балар, поэтому назвали эту страну «Балар», смысл этого — «ученый человек», и арабизировали это, и стали говорить «Булгар». Это прочитал я в «Истории Булгара», переписанной булгарским кадием, который был из учеников Абу-л-Масали Джувейни>
<Г. Ф. Юмартăн чăвашла куçарăвĕ[3]: Пăлхарсем вĕреннĕ çынна «пĕляр» теççĕ, çавăнпа çĕршывне те «Пĕляр» тенĕ, вăл «вĕреннĕ çын» тенине пĕлтерет, ăна араблатса «пăлхар» теме пуçланă. Çакна эпĕ «Пăлхар историйĕ»нче вуларăм, ăна пăлхар кадийĕ куçарса çырнă, вăл хай Абу-л-Масали ĕлДжувейни вĕренекенĕсенчен пĕри>
Ҫӑлкуҫри текст(ар.)
Ытти çăлкуçсене кăтартакансем[4]:
Çаксене тата ыттисене те тĕплĕнрех пăхса тухсан, мĕн куратпăр-ха? Джованни Плано Карпини сăмахĕсем[6]:
<Александр Иустинович Малеинăн вырăсла куçарăвĕ: Билеры, то есть великая Булгария>
<Чăвашла куçару: Пÿлерсем, урăхла каласан аслă Пăлхар>
Ҫӑлкуҫри текст(лат.)Byleri id est Magna Bulgaria
Айккинчен (хăяккăн) пырса тивекен çăлкуçсенчен паянхи кунчченех пушкăртсен «пÿлер» (буляр) текен йăх пуррине шутламалла. Хальхи пушкăртсен буляр текен йăх пурри хăй халлĕн ним пирки те тÿреммĕн пĕелтермест темелле, анчах çак факта шута илекен çын ак çакнашкал ыйтуран пăрăнаймасть: "Ăçтан тухнă ку ят?"
Ăçтан сыхланса юлнă паянхи кунччен пушкăртсен пĕр йăхĕн «пÿлер» текен ячĕ? Хурав: Атăлçи пăлхарсенчен теме май пур. Пысăк пулаяслăхпа. Уйрăмах ытти аргументсене, ыттисем каалаанисене шута илсен.
Чăн та, Пушкăртстантан килекен литературăра, ытти хыпарсенче, хайхи «пÿлер» текеннисене пăлхарсен пĕр пайĕ пек кăтартма тăрăшаççĕ. Анчах та куратпăр ĕнтĕ, ку сăмах чăннипе мĕнпур пăлхарсене пĕлтернĕ, вĕсен пĕр пайне çеç мар. «Пăлхар» тесе ютсем çеç каланă.
Ку шухăша çирĕплетме уйрăмах çÿлерех асăннă Абу Хамид ал-Гарнати каланăлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăна та мар.
Малалла тишкерни тата ак мĕнсене уçăмлатать.
Аноним (хронист, Венгрирен) каланинчен:
<Чăвашла куçару: Золт ывăлĕн Такшонь çулпуçăн лайăхлăхне илтсе Пÿлер çĕрĕнчен çав тери аслă ратнеллĕ Билла тата Бакш хоспочынсем килнĕ. Çулпуç вĕсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче çĕр парнеленĕ тата кунсăр пуçне Пешт ятлă çурт-карман панă... Çав вăхăтрах çав çĕрсенчен питĕ лайăх ратнеллĕ паттăр килнĕ, çулпуç ăна та нумай çĕр тата ытти пурлăх парнеленĕ.>
<Вырăсла куçару[7]: Услыхав милости вождя Такшоня, сына Золта... пришли с буларской земли весьма высокоблагородные господа Билла и Бакш. Вождь подарил им в разных областях страны землю и кроме того навечно отдал им замок, который называется Пешт... В тоже время с той же земли пришёл очень благородный витязь и ему вождь подарил тоже немало земли и прочего имущества>
Ҫӑлкуҫри текст(лат.)
Венгрири Анонимăн тексчĕн вырăсла куçарăвне илсе кăтартаканĕ Д. Ф. Мадуров пÿлер этноним çав ятлă хула ятĕнчен пулнă теме пăхать. Чаннипе вара пачах тепĕр майлă пулнă. Хула ячĕ хăй этнонимран тухнă.
Венгри тюркологĕ Иштван Вашари Булгар мар, Булар тенинче чăваш фонетикин палăрăмĕсене курать[8].
Н. И. Егоров калани[1]:
<Чăвашла куçару: Каланăлахла çăлкуçсем кăтартнă тăрăх, Вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар халăхĕ хăйне пулхăрсем мар, пÿлерсем тенĕ. Пĕрремĕш этнополитоним çапла халлĕн Тухăçри, тĕпрен илсен араб чĕлхиллĕ, нарративлă çăлкуçсенче çеç сыхланса юлнă.>
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Как показывают нарративные источники, в Средневековье население Волжской Булгарии называло себя билерами, а не булгарами. Последняя форма этнополитонима сохранялась только на страницах восточных, преимущественно арабографичных, нарративных источников.
Вăл каланиех, паянхи кунпа çыхăнтарни[1]:
<Чăвашла куçару: Енчен Атăлçи халăхĕсен пĕрлĕхле асĕнче вăтам ĕмĕрсенчи традицилле хăйпалăртавлăх сыхланнă пулсан, эпир паян «пăлхарла» мар, «пÿлерле» (тут. бүләр, бөләр, чăв. пÿлер, пĕлер) хăйпалартава сăнанă пулăттăмăр.>
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Если бы в коллективной памяти тюркоязычных народов Поволжья сохранилась традиционная самоидентификация со средневековых времен, то мы бы имели «бюлерскую» (тат. бүләр, бөләр, чув. пÿлер, пĕлер), а не «булгарскую» самоидентификацию.
Енчен те Гурий Комиссаров 1921-мĕш çулта каланă сăмахсене илсе кăтартмасан. кунти калав тулли мар пулнă пулĕччĕ. Акă вăл сăмахсем[9].
Пăлхарсен тĕп хули тутарсем киличчен Пÿлер (Буляр, урăхла Булер, Билер) пулнă пулмалла, мĕншĕн Китай çыруçисем Пăлхар патшалахне «Пульнар» тенĕ, Итали çыруçи Плано Карпини те (1246) Пăлхар çĕрне «Пÿлер, урăхла Аслă Пăлхари» тесе асăнать, мадьярсем те, хăйсен çĕрне 970-мĕш çулсенче куçса пынă Атăл пăлхарĕсене, «пилерсем» тенĕ. Тата араб çыруçи Мукаттеси (Мукаддесси) пăлхарсен тĕп хули «Пăлхар» ятлă мар, урăх хула пулнине сырса пĕлтерет, вăл калать: Пăлхар хули Атăл хĕрринче ларать, вăл пăлхарсен тĕп хулинчен тинĕс сывăхнерех ларать, тет.
Калас пулать, Г. И. Комисаров та, хальхи Д. Ф. Мадуров пекех, хула ячĕ халăх ятне куçнă тет. Ку япала, тепĕр хут калатпăр, йăнăш.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.