Пьета (Микеланджело)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Христосшӑн хурланни е «Ватикан Пьети» — Чӗрӗлӳ тапхӑрӗн пултаруллисенчен пӗрин, Микеланджело Буонарроти скульпторӑн ӗҫӗсенчен чи ирхи тата чи паллисенчен пӗри. Пьета композицине 24-ҫулхи скульптор 1499 ҫулта мрамортан ӑсталанӑ. Ватиканри Сӑваплӑ Петӗр чиркӗвӗнче упранать. Скульптурӑллӑ ушкӑн Таса хӗре Марияна тата унӑн чӗркуҫҫи ҫинче выртакан Иисус Христос виллине кӑтартать, ҫӳллӗшӗ — 1,74 м, анлӑшӗ — 1,95 м. Ку Буонарроти алӑ пуснӑ пӗртен пӗр ӗҫ.