Пурçăн
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пурçăн (чăваш чĕлхинче ăна, çавăн пекех, тарай та теççĕ) — тутă нăрри коконĕн çипписенчен тунă çемçе тĕрт. Чи малтанах вăл Китайран Европăна Пурçăн çулĕпе турттарнă кирлĕ япала шутланнă. Пурçăн çиппи 800—1000 м тăршшĕне çитнĕ. Çиппи виççĕ кĕтеслĕ ĕлкеллĕ, вăл призма евĕр çутта сирсе ярса хитрелетет.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пурçăн (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пурçăна халĕ тĕнчере Китай нумай (50 % яхăн) тăвать. Инди 15 % яхăн, Узбекистан (3 % яхăн) тата Бразили (2,5 % яхăн) хатĕрлеççĕ. Çаплах пурçăна Иранра, Таиландра тата Вьетнамра çителĕклĕ тăваççĕ.