Паттăрлăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Паттăрлăх — тÿлеклĕхе çухатмасăр хăюллă пулни, инкекре тата хăрушлăхра та ăс-хакăла çухатманни; чун тĕреклĕхĕ, хăюлăхĕ; арçынран кĕтекен пахалăхсем.
Анчах та хĕрарăм ĕçĕ-хĕлне те «паттăрлăх» теме пултараççĕ.
Паттăрлăх — çыннăн лайăхлăхĕсенчен пĕри, вăл хăранăлăха сирсе янă чухнехи вăйа кăтартать. Паттăрлăх çавăн пекех ыратăва сирсе яма пултараслăха та пĕлтерет. Чун паттăрлăхĕн çулти шайĕ — маттурлăх[1], кунсăр пуçне героизм ăнлав та пур[2].