Пасарлă Матак
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пасарлă Матак (тут. Базарлы Матак, выр. Базарные Матаки) — Тутарстанăн Элкел районĕн центрĕ, тĕп ялĕ. Ĕлеххи саманара (1920-мĕш çулччен) Пасарлă Матак вулăс ялĕ шутланнă, унта 500 кил, 7 урам пулнă. Çав çичĕ урамран улттăшĕнче вырăссем, пĕринче чăвашсем пурăннă. Çав унччен чăвашсем пурăннă кас халĕ "З-мĕш Интернационал урамĕ" ятпа паллă. Вăл кас хăйĕн чăвашлăхне паянхи кунччен сыхласа хăварнă-и, хăварман-и, — çакă паллă мар.
|
Яла 1730-мĕш çулсенче никĕсленĕ. 1920-мĕш çулччен вулăс ялĕ шутланнă.
Тутарстанти Элкел районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Анат Качаел (Нижнее Качеево), Анатри Ҫӗньял (Нижнее Колчурино), Аппак (Аппаково), Кивӗ Матак (Старые Матаки), Кивӗ Тахтал (Старая Тахтала), Кивӗ Тӑмпа (Старая Тумба), Пасарлӑ Матак (Базарные Матаки), Пурисел (Борискино), Сушка, Ҫӗнӗ Сиктерме (Новая Сихтерма), Ҫӗнӗ Тахтал (Новая Тахтала), Тури Ҫӗньял (Верхнее Колчурино), Тури Качаел (Верхнее Качеево), Тепелкей Матак (Верхние Матаки), Тутар Шапка (Татарское Шапкино), Тяжбердино, Хӑрата (Старая Худара), Хуракӳл (Каракули), Хусанкай (Хузангаево), Чӑваш Парнайӗ (Чувашское Бурнаево), Чӑваш Шапка (Чувашское Шапкино), Черная Речка, Чувашский Брод[1].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.