Пархи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Па́рхи — пирĕн эрăччен 1500 çултан маларах мар Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла выртнă аваллăхри территори. Иран чĕлхиллĕ йăхсем пурăннă. П. эрч. VI ĕмерчен, Македони Александрĕ çĕнсе иличчен, Пархи Ахеменидсен тăрăмĕн пĕр сатрапине кĕнĕ, каярах Селевкидсен патшалăхне куçнă, п. эрч. 250 - 227 çулсенче Пархи территоринче Пархи патшалăхĕ тытăнса тăнă. Селевкидсен патшалăхĕ сӳнсе пынă май, Пархи тĕрекленсе сарăлса пынă. Хăйĕн чи хăватлă тапхăрĕнче Пархи патшалăхĕ Вавилонирен, Иран урлă, Инд айлăмне çити выртнă. Пархи патшалăхĕ 227 çул тĕлнелле, Сасанидсен патшалӑхӗ çуралсан, пăчланнă.