From Wikipedia, the free encyclopedia
Пари́ж — Челепи облаçĕнчи Нагайбак районĕн ялĕ, Париж ял тăрăхĕн администраци центрĕ. Магнитогорска çитме 100 çм, Челепине çитме 300 çм.
|
Ялта чылайрахăш пурăнакансем — нагайбаксем.
Ятне Францин тĕп хулинчен туяннă, кун пек ятсем Кăнтăр Уралта татах пур, — Кассель, Лейпциг, Арси-Сюр, Берлин тата Фершампенуаз. Çак ятсене вырăс çарĕсем Италире, Германире тата Францире 1799 тата 1813—1814 çулсенчи çĕнтерӳсене хисеплесе панă: ун чухне касаксем-нагайбаксем раççей çарĕнче уйрăм полкра хĕсметре тăнă.
1842—1843 çулсенче Çĕнĕ йĕрлĕ района туса хунă чухне 4-мĕш №-лĕ касса хуннă, каярах ăна Париж ята панă.
2005 çулăн çĕртмен 24-мĕшĕнче Париж ялĕнче Эйфел турулĕ евĕр сота çыхăнăвĕн вышкине хута янă. Кăнтăр Уралри «Эйфел турулĕ» оригиналĕнчен 5 хут пĕчĕкрех.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.