From Wikipedia, the free encyclopedia
Паранькă райо́нĕ (çаран мари Параньга кундем[4], тут. Бәрәңге районы, выр. Параньгинский район) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн тухăç енче вырнаçнă.
Паранькă районĕ çаран мари Параньга кундем выр. Параньгинский район | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Мари Эл | ||
Администраци центрĕ | Паранькă хеп | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1943 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Ибраев Алфит Габдулхакович[1] | ||
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ | Михеева Любовь Леонидовна[2] | ||
Официаллă чĕлхе | вырăс, мари | ||
Пурăнан халăх (2016) |
14 721 (9,83 %) | ||
Йышлăх | 24,03 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | тутарсем - 47,74%; марисем - 43,45%; вырăссем - 8,11% | ||
Конфесси йышĕ | христиансем, мăсăльмансем | ||
Лаптăк | 791,66[3] çм² (14-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83632 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Администраци центрĕ — хула евĕр посёлок Паранькă.
Район çурçĕрте республикăн Çернур, тухăçра — Мари Турек, кăнтăрта — Моркă тата анăçра — Куçенер районĕсемпе чикĕ тытать.
Районăн лаптăкĕ — 820 çм² е 82 000 га.
Район Атăл-Вяткă шывуйрăлавĕн кăнтăр тайлăмĕсенче, Илетĕн çӳлти юхăмĕсенче вырнаçнă.
Районăн çурçĕрĕнче çурçĕр-тухăçалла Буй (Вяткăн сылтăм юппи) юхать, ăна Сереньга, Ляжмаринка пĕчĕк шывсем юхса кĕреççĕ. Пĕтĕм Паранькă çĕрĕсем тăрăх кăнтăр-тухăç еннелле Ноля (Уржумкăн сулахай юппи). Нольăна чылай пĕчĕк шывсем юхса кĕреççĕ: Кочан энер, Йошкарэнер, Ильмовка, Койла, Токсубайка, Кошпайка, Купайка, Çӳлти Лаж, Ирсолька, Олорка, Ольминка, Тектенер, Тошкемнурка. Илеть (Атăлăн сулахай юппи) кăнтăр-анăç тĕлнелле чупать. Çăлкуçĕ — Паранькă районĕн çурçĕр çĕрĕнче. Юханшыв сылтăм юпписен шывĕсемпе тулать: Ольминка, Омшанка, Параньгинка, Ировка с притоками Унжа и Купшерка. Районăн кăнтăр енче Унжинка (Шорăн сылтăм юппи) юхма тытăнать.
2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 17.6 пин çын пурăннă.
Халăх çырăвĕ 1989 тăрăх тутарсен шучĕ — 47,6 %, марисен — 41,6 %, вырассен — 10,2 %, ыттисен — 0,6 %.
XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче хальхи Паранькă районĕн территоринче 20 пурăну вырăнĕ шутланнă. 1719 çултанпа вĕсен пĕр пайĕ Уржум уесĕн администрацийĕ шутĕнче, ыттисем Хусан кĕпернин Хусан уесне хушнă. 1779–1782 çулсенче ялĕсем Вяткă наместничествин Уржум тата Царевосанчур уесĕсене кĕнĕ. XIX ĕмĕрте район ялĕсене Ирмучаш, Турек, Масар районĕсене çырса хунă, кайран Вяткă кĕпернин Уржум уесĕн Косолапов вулăсне кĕртнĕ. Паранькă районне тутар халăхĕыйтнипе патшалăхри çĕнĕ наци политикипе, ВЦИК Президиумĕн 1931 çулхи ака, 30 Йышăнăвне пурнăçласа туса хунă. 1932 çулхи утă, 8 Тутар районĕ ятла пулнă. Кунта ун чух тутарсем — 63,3 %, вырăссем — 21,2 %, марисем — 15,3 % пурăннă. 1962 çулхи раштавра Паранькă районне пĕтерсе янă, пурăну вырăнĕсем Мари Турек район шутне кĕнĕ. 1965 çулхи кăрлачра района каллех çĕнĕрен йĕркеленĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.