![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/b0/Satellite_image_of_Panama_in_March_2003.jpg/640px-Satellite_image_of_Panama_in_March_2003.jpg&w=640&q=50)
Панам пымакĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пана́м пыма́кĕ (исп. Istmo de Panamá) — Вăта тата Кăнтăр Америкăна çыхăнтаракан пымак. Çурçĕр енчен Кариб тинĕсĕпе, кăнтăртан Лăпкă океанпа çăвăнать. Панам пымакĕ плиоценре, виççĕ мильон çул каялла пулса тăнă. Çакăн хыççăн иккĕ материкăн фаунăпа флора пĕр-пĕринпе хутăшăннă, çак вара унченхи тăрăма питĕ улăштарнă.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/b0/Satellite_image_of_Panama_in_March_2003.jpg/640px-Satellite_image_of_Panama_in_March_2003.jpg)
Панам пымакĕ Панама патшалăхĕн çĕрĕ шутланать. Географи майлăхĕсене пула унта Атлантика океанĕпе Лапкă океана çыхăнтаракан, карапсем çӳремелле 1906-1914 çулсенче Панам каналне чавнă. Канал 81,6 км тăршшĕ, АПШ-на çитес унченхи тинĕс çулне иккĕ хутчен кĕскетет.