Нӳнек
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нÿнек (шалти сĕртĕнÿ) — шĕвексем тата газсем куçнă (юхнă) чухне вĕсен сийĕсем хушшинче пулса иртекен сĕртĕнĕве кура сиксе тухакан чăрмав. Çак чăрмава пула тухакан энерги таврара ăшă пек саланать.
"Нÿнек" текен сăмах хăшпĕр сăмахсарсенче пур[1]. Çавăн пекех асăннă пулăма нÿнеклĕх, тăкăскă, тăкăскăлăх теме пулать.