Нумай чĕлхелĕх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нумай чĕлхелĕх — калаçакан уйрăм çын, е калаçакан пĕрлĕх иккĕ е ытларах чĕлхепе усă курни.
Тĕнчере нумай чĕлхеллисен шучĕ пĕр чĕлхеллисенчен ытларах. Глобализаци тата социаллă уçăмлăх пулăмсем нумай чĕлхелĕхе сарăлма пулăшаççĕ[1].
Халĕ çынсен информаци тупасси, çав шутра ют чĕлхеллине те, интернете пула ансатланса пырать. Çынсем вара ют чĕлхепе калаçакансемпе тĕл пулмасăрах усă кураççĕ.
Темиçе чĕлхене пĕлекен çынна полиглот теççĕ[2].