Ноутбук
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ноутбук (акăл. notebook — блокнот, блокнот евĕр ПК) — портативлă пайăр компьютер, унăн корпусĕнче ПК пайĕсене — дисплей, клавиатура тата кăтарту хатĕрĕ (сисĕмлĕ панель, е тачпад), кĕсьери компьютер, çаплах аккумулятор батарейĕсем) — пĕрлештернĕ. Ноутбуксем калăпăшĕпе тата йывăрăшĕпе пысăк мар, хăй тĕллĕн вĕсем 1 — 15 сехет кăна ĕçлеççĕ.
Лэптоп (Тĕрĕс мар: лептоп) (акăл. laptop — lap = ларакан çыннăн чĕркуççи, top = çӳле) — анлăрах термин, вăл ноутбука та, планшетри ПК пĕлтерет. Ноутбуксем шутне яланхилле форм-факторпа уçса хумалла тунă лэптопсене кĕртеççĕ. Ноутбука хупса илсе çӳреççĕ, çакă экрана, клавиатурăна тата тачпада çул çинче хӳтĕлет.