From Wikipedia, the free encyclopedia
Нимĕç Википедийĕ — Википедин нимĕç чĕлхиллĕ уйрăмĕ. Акăлчан Википедийĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнти, 2001 çулхи пуш, 16 уçăлнă. Пĕрремĕш статьяна пуш, 17 кĕртнĕ.
Нимĕç Википедийĕ | |
URL: | de.wikipedia.org |
---|---|
Сайт тĕсĕ: | Эреш энциклопедийĕ |
Регистраци: | Кирлех мар |
Чĕлхе(сем): | нимĕç |
Харпăрçă: | Фонд Викимедиа |
Ĕçе пуçланă: | 2001 çулхи пуш, 16 |
Хальхи статус: | Ӗçлет, аталанса пырать |
Нимĕç Википедийĕ Викиампарта |
2001
2006 çулхи чӳк, 23 çурмиллионнăмĕш статьяна — тăркăчпа чупакан поляк хĕрĕ Янина Коровицкая (de:Janina Korowicka) — çырса кĕртнĕ. 2009 çулхи раштав, 28 нимĕç Википединче 1 001 123 статья шутланнă.
Нимĕç Википедине нимĕç чĕлхи Дуден — официаллă стутуслă грамматикăпа орфографи йĕркипе сăмахсарĕ — сĕннĕ виçепе çырнă статьясене кăна кĕртеççĕ. Австри е швейцари идиомисене Австри е Швейцари пирки статьясенче кирле чухне çеç усă курма юрать. Нимĕç чĕлхин диалекчĕсемпе нимĕç Википединче усă курмаççĕ, вĕсен валли уйрăм Викисем пур: алеманн пуплевĕ (als:), анат нимĕç чĕлхи (nds:), люксембург чĕлхи (lb:), пенсильвани нимĕç чĕлхи (pdc:), рипуар диалекчĕсем (ksh:) тата бавар пуплевĕ (bar:).
Википеди пирки кĕнекен пĕрремĕш серийĕ Wikipress (Википичет) ятпа тухать. Кашни кĕнеки Википедири пĕр темăллă, вики-редакторсен ушкăнĕ суйласа илсе тӳрлетнĕ статьясен пуххи пулать. Тухнă кĕнекесен йышĕнче: Тĕнчери Нобель парни, Велосипедсем, Антарктида, Хĕвел системи, Хип-хоп. Çак кĕнекесене уйрăм сервере: www.wikipress.de вырнаçтарнă.
Нимĕç Википедине пичетлес шухăш 2004 çулăн вĕçĕнче çуралать. 2006 çулта Directmedia издательство кашни 800 страницăллă 100 том пичетлеме йышăннă, анчах та каярахпа çак ĕмĕте путарнă.[1]
2004 çулта ним. Verein Wikimedia Deutschland — Gesellschaft zur Förderung Freien Wissens e. V. () этем пĕрлĕхĕ туса хунă, ăна Викимедиа-Германи коммерциллĕ мар йĕреклĕвĕ — ирĕклĕ пĕлĕве саракан этем пĕрлĕхĕ ят панă. Викимедиа-Германи нимĕç уçлăхĕнче Википеди ĕçлĕхне майлаштарса пыракан, хутшăнакансене информаци пулăшавĕ тивĕçтерекен пĕрлешӳ шутланать.
Викимедиа-Германи американ Викимедиа фонд тытăмне кĕмест, пĕрлĕх пайташĕсем управленипе администраци ĕçĕнчен тухнă, правлени пайташĕсем хăйсене администратор статусĕнчен хăтарнă. Çапла, Викимедиа ăшлăхшĕн явап тытмасăр, тĕрлĕ тĕслĕ пулăшу парать. Халĕ Wikimedia Deutschland офисĕсем Франкфуртра тата Швейцарире ĕçлеççĕ. Ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе этем пĕрлехĕ директора тара тытать. Пĕрлĕхĕн страници: wikimedia.de.
Кулленех википедистсен тĕл пулăвĕсем иртеççĕ (de:Wikipedia:Frankfurt вулăр).
Германире кулленех Википедипе усă курмалли семинарсене чылай çынна пуçтараççĕ, çак проекта пулăшакан хыпар акцисене иртереççĕ. Ку чухне шулсене, университетсене çак ĕçе явăçтараççĕ, уйрăмах Кĕттинген университечĕ хастаррине палăртмалла. Унсăр пуçне,сăмахран, курав-пасарсенче, проект принципне ăнлантаракан, статьясене редакцилеме вĕрентекен флайерсемпе брошюрăсене валеçеççĕ.
Университет профессорĕсем те ĕçре пулăшаççĕ, студентсемпе пĕрле Википедин уйрăмĕсене хаклаççĕ, статьясене лайăхлатаççĕ, хăш чухне Википедине статья çырасси вĕренӳ ĕçĕ те шутланать. Университетсенче Википедипе çыхăннă темăсемпе диплом тата тухтăр ĕçĕсене хатĕрлеççĕ, университетсенчи лекци темисен страницисене вики-движоксене лартаççĕ.
Нимĕç Википедийĕ Викиампарта? |
Нимĕç Википединче парнесене иконкăсемпе (?) палăртаççĕ:
Суйланă статьясем | Паха статьясем | Хыпар страницисем | |||
Суйланă ӳкерчĕксем | Суйланă аудифайлсем |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.