Пушкăрт республикин Чекмагуш районĕнчиТапканчă ялĕнче çуралнă.
Пуçламăш шкул пĕтернĕ. 1930-1940-мĕш çулсенче Кемĕр облаçĕн Крапивино районĕнчи "Юность" колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Каярах Çурçĕр ОсетинчиАлагир хулинче пурăннă. Унтан 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă.
3-мĕш Украина фрончĕн28-мĕш Çарĕн 2-мĕш гварди механизациленнĕ корпусĕн 5-мĕш гварди механизациленнĕ бригадин пулеметчикĕ.
1944-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче (Днепр (юханшыв)каçса тăшманăн атакисене пусарма тата унăн вут точкисене пусмăрласа ытти подразделенисене юханшыв урлă каçма май тумалла.
Приказа пурнăçланă май Николаев рядовой хăй сулă туса Днепр урлă каçса пулеметне вырнаçтарса тăшмана икĕ сехет хушши çыран патне ямасть, çав вăхăтра вăтăр ытла тăшмана пĕтерет. Кайран çитнĕ батальонпа пĕрле Херсон облаçĕнБерислав хулине малтанхисен хушшинче тапăнса кĕрет, пулеметпа персе батальона пулăшать.
Вăрçă хыççăн Кемер облаçĕн Крапивино районĕнчи Банново ялгне таврăнать.