Нептун
From Wikipedia, the free encyclopedia
Непту́н — Хĕвел системин чи аякри саккăрмĕш планети. Системăра диаметăрпа тваттăмĕш тата массăпа виççĕмĕш. Нептун масси Çĕрĕннинчен 17,2 хут, экватор диаметрĕ 3.9 хут пысăкрах. [8]. Планета ятне римăн тинĕс туррине асăнса панă.
Орбита хаклăхĕсем | |
---|---|
Афели | 4 553 946 490 км 30,44125206 а. е. |
Перигели | 4 452 940 833 км 29,76607095 а. е.а. е. |
Мăн çурма тĕнĕл | 4 503 443 661 км 30,10366151 а. еа. е. |
Орбитăн эксцентриситечĕ | 0,011214269 |
Орбитăн тапхăрĕ | 164,79 çул |
Синод тапхăрĕ | 367,49 кун[1] |
Орбиталлă хăвăртлăх | 5,4349 [1] км/ç |
Тайлăм | 1,767975°(о. с. э.) 6,43° |
Хăпаракан çыххин долготти | 131,794310° |
Перицентр аргуменчĕ | 265,646853° |
Спутниксем | 14 |
Физикăллă хаклăхсем[2] | |
Вăтам радиус | 24 341 ± 30 км [3] |
Çийĕн лаптăкĕ | 7,6408·109 км²[4][5] |
Чăмăртану | |
Калăпăш | 6,08272·1010 км³ 0,056 Çĕр |
Йывăрăш | 1,0243·1026 кг[1][5] |
Вăтам тачăлăх | 1,638 г/см³ г/см³ |
Экватăрти йывăрăш вăйĕ | 11,15 м/с²[1][5] (1,14 g);g |
Иккĕмĕш космос хăвăртлăхĕ | 23,5 км/ç |
Сидериллĕ çаврăну тапхăрĕ | 0,6653 <[6] кун |
Экватарти çаврăш хăвăртлăхĕ | 2,68 км/ç |
Планетăн çаврăнăш тĕнĕл тайăлăвĕ | 28,32°[1] |
Тӳррĕн хăпарни, çурçĕр полюсĕнче | Шаблон:RA[3] |
Тайлăмĕ | 42,950°[3] |
Альбедо | 0,29 (Бонд) 0,41 (геом.)[1] |
Çăлтăрăн курăнуллă виçи 8,0—7,78m[1][7] | |
Кĕтес пысăкăшĕ | 2,2"—2,4"[1][7] |
Температура | |
Чи сивви | 72 К[1](-200*С яхăн) |
Вăтам | |
Чи вĕри | |
Атмосфера шучĕсем | |
Атмосфера пусăмĕ | |
Шучĕсем | 80±3,2 % водород (H2) 19±3,2 % гели 1,5±0,5%, А. метан ~0,019 % водород дейтеричĕ(HD) ~0,00015 этан Пăрсем аммиак шыв аммони гидросульфичĕ (NH4SH) 3,4 % метан |
Кĕскетнисен таблици | |
о. с. э. | Хĕвел экваторĕнчен шутласан |
[11].
Нептуна 1846 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче[12] Урбен Леверье, Иоганн Галле тата Гейнрих д’Арре ӳçнă.
Нептунăн тĕшши, Уранăнни пекех, пăрпа ту породисенчен калăпланнă [13]. Атмосферăн тулаш сийĕнче метан йĕрĕсем пулнипе планета кăвак тĕс парать[14]? [15]. Нептун атмосферинче Хĕвел системинчи планетăсен хушшинче чи вăйлă çилсем вĕреççĕ. Вĕсен хăвăртлăхе 2100 км/сех тарантесе шутлаççĕ хăшпĕрисем [16]. 1989-мĕш çулта планета патĕнче Вояджер-2 иртсе кайнă майНептунăн кăнтăр çурма чăмăрĕнче Юпитер çинчи Мăн хĕрлĕ пăнчă евĕрлĕ "Мăн тĕттĕм пăнчă" курнă.