Намиб-Науклуфт
From Wikipedia, the free encyclopedia
Намиб-Науклуфт — Намибири наци паркӗ, Намиб пушхирӗпе Науклуфт ту хырҫин пысӑк пайне ярса илет. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 49 768 км², ҫапла май вӑл Намибин чи пысӑк наци паркӗ шутланать, тӗнчере ку виҫепе 4-мӗш вырӑн йышӑнать[1]. Паркӑн чи паллӑ вырӑнӗ — Соссусфлей тӑмлӑ плато. Фаунӑна илес пулсан кунта ҫӗленсен, гекконсен нумай тӗсӗсем, тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ, гиенӑсем, орикссем, шакалсем, антилопӑсен тӗрлӗ тӗсӗсем пур. Нӳрӗкӗн ытларах пайӗ тӗтре евӗр ӳкет, нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен вӑтамран 106 мм нӳрӗк ӳкет. Парка 1907 ҫулта никӗсленӗ, ун чухне нимӗҫ колони администрацийӗ Свакоппа Кейсеб юханшывӗсем хушшинчи ҫӗрсене упрамалли йышне кӗрекенсем тесе пӗлтернӗ. Паркӑн хальхи чиккисене 1978 ҫулта палӑртнӑ.