From Wikipedia, the free encyclopedia
Мустанг (акăл. mustang) — алăран ирĕке тухса кайса ютшăннă кил лаши. Мустанг Сурçĕр Американ прерисенче тата Кăнтăр Американ пампасĕсенче сарăлнă пулнă. Ĕлĕкрех сунар тĕлĕ (аш-какай, тир) пулнă. Лаша йăхĕн шутне пачах тенĕ пек пĕтернĕ.
Мустанг | |
| |
Палăрăмлăхсем | |
---|---|
Çӳллĕш | 140—150 см |
Ĕрчетекен патшалăх | Çурçĕр Америка |
Генезис | |
Патшалăх | Çурçĕр Америка |
Медиафайлы на Викиампар |
Мустанг XVI ĕмĕрте Европаран Американа колонистсем илсе килнĕ кил лашинчен пулса тухнă. Çав лашасен нумайăшĕ тĕрлĕ салтавсемпе çынран уйăрăлса ютшăнса кайнă: хăшĕсем кĕтÿрен тарса кайнă, теприсем хуçине çапăçура çухатса ирĕке тухнă. Çапла вара мустангсем, çирĕп те çивĕч, чăтамлă лашасем пулса тухнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.