Мускат - техника тата апатлану валли авалхи иçĕм сорчĕ. Мускат çырли шурă, шупка хĕрлĕ, хĕрлĕ, хăмăр е хура тĕслĕ пулать. Тăван çĕр: Вăтаçĕр тинĕсри çыранĕ, Çурçĕр Африка.
Мускат ушкăна нумай тĕрлĕ клонсем кĕреççĕ:
Вĕтĕ çырлаллă Мускат.Урăх ячĕсем: Frontignan ( Кăнтăр Франци ), Muscat dAlsace ( Хĕвелтухăç Франци ), Muskateller ( Германи ), Gelber Muskateller ( Австри ), Moscato dAsti ( Çурçĕр Итали ), Moscatel ( Испани, Moscatel rose ( Аргентина ), Moscatel Canelli ( АПШ ), Тамянка ( Болгари ).Мускат ушкăнра Вĕтĕ çырлаллă мускат - чи паха клонĕ;
Александриа мускачĕ. Урăх ячĕсем: Moscatel ( Португали ), Moscatel de Alejandria ( Испани ), Zibibbo ( Итали-Сицили утравĕ), Gordo blanco ( Австрали ), Lexia ( Греци ), Haneppot ( КАР ), IscendirieMuscat ( Турци ). Мускат ушкăнра Александрия Мускачĕ чи авалхи клонĕ;
Мускат Оттонель ( Muscat Ottonel ) - Мускат тата Шасла сорчĕсем пĕтĕçтерсе тунă гибрид. Иçĕм çырлисем шурă тĕслĕ;
Гамбург Мускачĕ ( Muscat de Hambourg, Moscato di Amburgo, Black Muscat ) - апатлану хура çырлари сорчĕ;
Шупка хĕрлĕ Мускат - Крым çурутравра анлă сарăлнă иçĕм сорчĕ;
Хура Мускат - Крым çурутравра анлă сарăлнă иçĕм сорчĕ.Пылак тата десертлă эрехсем тума усă кураççĕ.
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.