Мормонсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Мормо́нсем (акăл. Mormons, пĕр хис. мормо́н — Mormon) — мормонизма тытса пыракансем. Тăтăшрах çак термин Юлашки кунсен Сăваплисен Ииусус Христос Чиркĕвĕ патне çитерет. Термин Мормон кĕнекинчен — Сăваплă Çырнинчен — тухать, ăна мормонсем Библипе танах вулаççĕ. Кĕнекене Джозеф Смит-кĕçĕнни каланипе çырнă. Вăл ăна Америкăри вырăнта пурăнан халăхăн авалхи çулçырăвĕнчен илнĕ, нефий халăхĕн юлашки çыннисем — Мормон тата унăн ывăлĕ Мороний — хатĕрленĕ.