Мари чĕлхи виçĕ тĕп диалект çине пайланать — улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх марипатуçи мари диалекчĕсем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Марипа чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех мари чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне мари сăмахĕ пур.
Алфавичĕсем
Улăх мари алфавичĕ
А а
Б б
В в
Г г
Д д
Е е
Ё ё
Ж ж
З з
И и
Й й
К к
Л л
М м
Н н
Ҥ ҥ
О о
Ӧ ӧ
П п
Р р
С с
Т т
У у
Ӱ ӱ
Ф ф
Х х
Ц ц
Ч ч
Ш ш
Щ щ
Ъ ъ
Ы ы
Ь ь
Э э
Ю ю
Я я
Туçи мари алфавичĕ
А а
Ä ä
Б б
В в
Г г
Д д
Е е
Ё ё
Ж ж
З з
И и
Й й
К к
Л л
М м
Н н
О о
Ӧ ӧ
П п
Р р
С с
Т т
У у
Ӱ ӱ
Ф ф
Х х
Ц ц
Ч ч
Ш ш
Щ щ
Ъ ъ
Ы ы
Ӹ ӹ
Ь ь
Э э
Ю ю
Я я
Чăваш чĕлхипе çыхăнни
Мари чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕ сасă тĕлĕшĕнчен пăртак улшăнать: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, çамрăк – самырык.[1]
Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.
Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.[2][3]