From Wikipedia, the free encyclopedia
Маза́ри-Шари́ф (дари مزار شریف Mazār-e Šarif — «сăваплă тупăклăх») — Афганистанăн тăваттăмĕш шĕкĕр хула, Балх провинцин тĕп хули. Афганистанри чи авалхи те капăр хула. 427 600 çын пурăнать (2015 çул).
Мазари-Шариф нумай нациллĕ хула. Кунта ытларах таджиксем пурăнаççĕ. Çаплах узбексем, хазарейсем, туркменсем тата пуштунсем те пур[1][1][2]. Узбек чĕлхи, дари тата пушту чĕлхисемпе танах, Балх провинцинче официаллă шутланать. Халăхсем хушшинче калаçмашкăн дарипе, узбек чĕлхипе усă кураççĕ.
Мазари-Шарифре хăйне евĕр пĕр Розии Шариф (Кăвак Мечет) храм комплексĕ вырнаçнă. Вырăнти халапсене май — кунта Али халиф вилтăпри, анчах та ăна вăрласа кайнă. Çакна пула Мазари-Шариф пуç çапмалли вырăн, уйрăмах шиитсемшĕн, пулать. Али халифăн чăн вилтăпри Иракри Неджеф хулинче, çапах та ытти мазарсем пулни — афгансемпе таджиксен тĕн йăлинче анлă сарăлнă пулăм.
Хăшпĕр историксен тĕпчевĕсемпе, çак вырăнта Саратуштра вилтăпри пур.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.