![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/88/Lagrange_points.jpg/640px-Lagrange_points.jpg&w=640&q=50)
Лагранж пăнчи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Лагра́нж пăнчисем, çаплах вĕсене либра́ци пăнчисем (лат. libratio — суллану, силленӳ) сăмахран е L-пăнчăсем теççĕ — икĕ йывăрăшлă кĕлетке системинчи пăнчăсем, çак икĕ йывăрăшлă кĕлетке системин гравитаци вăйĕсĕр пуçне шута илмелле мар пĕчĕк йывăрăшлă, нимĕнле вăйсен сĕмне пулман виççĕмĕш кĕлетке асăннă икĕ кĕлетке хушшинче тăнăç тăрăмра пулать.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/88/Lagrange_points.jpg/640px-Lagrange_points.jpg)
Тĕп тĕрĕсрех, Лагранж пăнчисем чикĕленĕ виçĕ кĕлетке кăткăсĕн вырăнти тупсăмĕсем пулаççĕ— ун чух пур кĕлеткен орбитисем çавраллă тата пĕрин йывăрăшĕ ытти иккĕшĕнчен пĕринчен чылай çăмăл. Çакăн чухне икĕ пысăк кĕлетке хăйсен пĕрлĕ масса центрĕ тавра пĕр пек кĕтес хăвăртлăхепе çаврăнаççĕ тесе шутлама пулать. Вĕсен таврашĕнчи уçлăхра пиллĕк пăнчă пур, çав тĕлсенче питĕ йывăр кĕлеткесемпе çыхăннă çаврăнакан шутлав системинче çав тери пĕчĕк йывăрлăхлă виççĕмĕш кĕлетке куçăмсăр тăма пултарать. Çак пăнчăсенче пĕчĕк кĕлетке çине яракан гравитаци вăйĕсем варринчен тапакан вăйпа пĕр тан пулса лăпкăланаççĕ.
Лагранж пăнчисем ята Жозеф Луи Лагранж математика чысласа туянтарнă, вăл пĕрремĕш 1772 çулта çак ыйтăва тупсăмпа тивĕçтернĕ.