Кутеме
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кутеме 20 сантиметра çити ӳсме пултарать. Йывăрăшĕ 200 грамран сайра иртет. Ку пулă питĕ вăрах ӳсет, 4 çулта та 100-120 грама çеç çитет. Пурăнасса вара 15 çул таран пурăнма пултарать.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр. Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ытларах чухне шыв хăвăрт юхакан тарăн мар вырăнсене килĕштерет. Юхан шыв тĕпĕнче çӳрет, çӳлелле питĕ сайра хăпарать. Пĕр вырăнта та тăма юратмасть, пĕр вĕçĕмсĕр апат шыраса çӳрет. Ку пулă хĕле хирĕç шывăн чи тарăн вырăнĕсене пурăнма куçать.
Кутемене тытма ятарласа çӳремеççĕ. Апла пулин те, шыв хĕррине шăрчăкпа каякансен вăлтине кутеме пулă час-часах çакланать.