From Wikipedia, the free encyclopedia
Кры́м кĕперĕ — Мускаври Мускав-шывĕ урлă хунă çакăнса тăракан кĕпер, Сад унки трасси çинче вырнаçнă, Крым лапамне Крым Валĕ урамĕпе çыхăнтарать.
Крым кĕперĕ | |
Крым кĕперĕ (2017) | |
Координатсем: 55°44′02″ с. ш. 37°35′56″ в. д.HGЯO | |
Каçать | Мускав (юханшыв) |
---|---|
Лартнă вырăн | Мускав |
Конструкци | |
Конструкци тĕсĕ | çакнă кĕпер |
Пĕтĕм тăршшĕ | 688 м |
Кĕпер анлăшĕ | 38,5 м |
Эксплуатаци | |
Уçнă | 1938, çу, 1 |
Усăллă каçăсем | |
Яндекс. Карттисем çинче | |
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Кĕпере Сталин хулана реконструкциленĕ чухне, 1938 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче хывнă; çав вăхăтра вăл Европăра юханшыв урлă кĕперсен йышĕнче тăршшĕпе (168 метр) улттăмĕш шутланнă. Кĕпер 3 хушăран тытăнса тăрать; унăн пĕрлехи тăршшĕ — 688 м, анлăшĕ - 38,5 м. Чылай фермине Краматорск савутĕсенче хатĕрленĕ.
Б. П. Константинов инженерпе А. В. Власов архитектор Крым кĕперне проектленĕ чухне тĕнчере питĕ сайра тĕл пулакан, хăй евĕрлĕ кострукци тĕсĕпе усă курнă: унăн кашни пилонĕ 28,7 метр çӳллĕшлĕ, уйрăм тăраççĕ тата çӳлтен çыхăнтарман. Çӳлтен сăнчăрсемпе çыхăнтарнă.
Кашни сăнчăрăн тăршшĕ 297 м, мĕнпур металл конструкцисен йывăрăшĕ 10 000 яхăн тоннă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.