From Wikipedia, the free encyclopedia
Кракен, — тинĕсри тем пысăкăш йĕлмевĕс. Ăна Норвегири тата Исландири тинĕс çÿревçисем сăнласа кăтартнă. Вĕсен чĕлхинченех ячĕ те тухать.
Кракена нумай литература тата кино ĕçĕсенче усă курнă. Альфред Теннисон, сăмахран, хăйĕн чи чаплă сонетĕнчен пĕрине кракен çинчен çырнă. Кракена Жюль Вернăн «20000 лье шыв айĕнче» кĕнекинче те тупма пулать. Джон Уиндем «Кракен вăранать» ятлă фантастикăллă роман çырнă.
«Кариб тинĕсĕн пирачĕсем 2: Вильнĕ çын сунтăхĕ» кинокартинăра Дэви Джонса кракена чĕнсе кĕларма пултаракан пек сăнласа кăтартнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.