![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/1/1c/Porous_chondriteIDP.jpg/640px-Porous_chondriteIDP.jpg&w=640&q=50)
Космос тусанĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Космос тусанĕ (микрометеоритсем) — космослăхра вĕçекен е Çĕр çине ӳкекен тусан. Пĕрчисен пысăкăшĕ темиçе молекулăран 0,2 мкм çити. Çĕр çине, тĕрлĕ хаклава шута илсен, кунсерен 60 - 100 тоннă космос тусанĕ анать, çулталăкне вара 25-40 пин тоннăна çитет[2][3].
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/1/1c/Porous_chondriteIDP.jpg/640px-Porous_chondriteIDP.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/0/0c/Three_Bands_of_Light.jpg/640px-Three_Bands_of_Light.jpg)
Хĕвел системинчи тусан йышне комета тусанĕ, астероид тусанĕ, Койпер кăшăлĕн тусанĕ тата Хĕвел системи витĕр тухакан çăлтăрсем хушшинчи тусан кĕрет. Çак тусан пĕлĕчĕн тачăлăхĕ 10−6 тусан пĕрчи пĕр м3 çине[4]. Хĕвел системинче çăлтăрсем хушшинчи тусана пула зодиак çути курăнать.
Космос тусанĕнче хăшпĕр органика пĕрлешĕвĕсем (аромат-алифатика структуриллĕ аморфлă органика хытă япалалăхĕсем) пур, вĕсем çутçанталăкра хăйсемех хăвăрт чĕрĕлме пултараççĕ[5][6][7]. Небольшую часть космической пыли составляет «звёздная пыль» — тугоплавкие минералы, оставшиеся в процессе звёздной эволюции.
Çăлтăрсем хушшинчи тусана «Стардаст» космос аппарачĕ пуçтарса Çĕр çине 2006 çулта антарнă[8][9][10][11].