Команчсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Команчсем ([kɨ.ˈman.ʧi]-рен, хальхи кӑнтӑр паюте [kɨ.ˈmaː.ʧi̥] — «тӑшмансем») — АПШ-чи индей халӑхӗ. Хӑйсене хӑйсем чӗнни — Numunu («чӑн ҫынсем»). Чӗлхи — команче, шошонсен чӗлхипе ҫывӑх, юто-ацтек чӗлхисен йышне кӗрет. Хальхи вӑхӑтра команчсен ытларахӑшӗ акӑлчанла калаҫать. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче команчсен шучӗ 10—12 пин ҫын пулнӑ.
Паянхи кун вӗсем резервацинче Оклахома штатӗнче пурӑнаҫҫӗ.