Койпер Джерард Петер
нидерландсенче çуралнă астроном / From Wikipedia, the free encyclopedia
Джерард Петер Койпер (акăл. Gerard Peter Kuiper[1], гол. Gerrit Pieter Kuiper[2] – (07.02.1905, Харенкарспел (en:Harenkarspel), Нидерландсем- 03.02.1973, Мехико) - астрономи енĕпе ĕçленĕ ăсчах.
Койпер Джерард Петер | |
Gerard Peter Kuiper | |
Çуралнă вăхăт: | 7 нарăс 1905(19050207) |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Харенкарспел (en:Harenkarspel), Нидерландсем |
Вилнĕ вăхăт: | 03 нарăс 1973 |
Вилнĕ вырăн: | Мехико Мексика |
Патшалăх: |
Нидерландсем, США |
Ăслăх сфери: | астрономи |
Альма-матер: | Лейден университечĕ |
Чыславсемпе парнесем |
|
1935- 1937-мĕш çулсенче Гарвард обсерваторийĕнче ĕсленĕ. Уран планетăн Миранда (1948), Нептунăн — Нереида (1949) спутникĕсене, Марс атмосферинче СО2, Сатурна спутникĕн Титанăн атмосферине уçнă. Платон планетан диаметăрне виçме хăтланнипе паллă. Уйăхан фотографисен темиçе атласне калапланă. Нумай йĕкĕр çăлтăр тата шурă карлик тупса палăртнă. Ун ятне Нептун орбити хыçĕнчи чулпа пăр катăкĕсенчен тăракан пиçихине панă. Койпер ку пиçиххи пулассине хирĕçленине пăхмасăр [3], 1980-мĕш çулта Уругвай астрономĕ Хулио Анхель Фернандес пуррине çирĕплетсе ун ятне панă. Тата Койпер ятне астероида (1776 Койпер), Уйăх, Марс тата Меркури çинчи кратерсене панă.