From Wikipedia, the free encyclopedia
Кипр (грек. Κύπρος; тур. Kıbrıs) — Вăтаçĕр тинĕсĕнче пысăккăшĕпе виççĕмĕш утравĕ.
Çĕр лаптăкĕ 9 251 тв. çм. Вăл тăршшĕпе тухăçран анăçа 240 çухрăма яхăн, анлăлăшпе çурçĕртен кăнтăра 100 çухрăма яхăн тăсăлать. Кипр Вăтаçĕр тинĕсĕн çурçĕр-тухăçĕнче Египетран 380 çухрăмра, Сирирен 105 çухрăмра, Турцирен 75 çухрăмра вырнаçнă. Политика шучĕпе, Кипр ирĕклĕхлĕ патшалăх пулать, Кипр Республики (1960 çултанпа) ятлă, унăн икĕ çĕрĕсене(Akrotiri тата Dhekelia) Аслă Британи хăйĕн çарĕсем тăмалли вырăнĕ валли тытса тăрать
Кунти климачĕ — вăтаçĕртинĕсли, нӳрĕклĕ çемçе хĕлсем тата питĕ шăрăх та типĕ çусем. Çулти вăтам температура +20,5° çитет. Чи шăрăх уйăхра (çурлара) температура +28° çити хăпарать, самай сивĕ уйăхра (кăрлачра) — +10°. Çулта вăтам нӳрĕк ӳкни сахал: айлăмсенче — 360—400 мм, тусенче — 700—1000 мм. Вĕсем пĕрпек пкр çĕре те ӳкмеççĕ. Айлăмсенче татаçтинĕс хĕрисенче çав тери типĕ. Месаоринче нрексем 250 мм таран çеç çăваççĕ. Нӳрĕксен максимумĕ туллă районсенче. Троодосра хăшпĕр çулсенче нӳрĕксен шайĕ 1000 мм ытла тухать. Чи нӳрĕклĕ уйăхсем — раштав-кăрлач. Шăнтнисем, -4° таранччен, Кипрта сайра-хутра пулкалаççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.