Квебек
From Wikipedia, the free encyclopedia
Квебек (фр. Québec [kəˈbɛk], акăл. Quebec [kwɪˈbɛk]) — Канадӑн франк чӗлхиллӗ Квебек провинцин тӗп хули тата провинцин тухӑҫ енчи тӗп хула агломерацийӗ. Хула Монреальрен чылай пӗчӗкрех пулин те кунта Квебек парламенчӗ тата провинцин тӗп правительство аппарачӗ вырнаҫнӑ.
2001 ҫултанпа Квебек Канадӑн экономика енчен чи аталаннӑ хуласенчен пӗри шутланать. Хула экономикине ӳсӗм паракан тӗп экономика секторӗсем — биотехнологи, промышленность, туризм, сывлӑх сыхлавӗ, апатлану, страхлав, прикладной технологисем. Квебек ҫавӑн пекех пӗлтерӗшлӗ порт та, тавар ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе унӑн порчӗ ҫӗршывра виҫҫӗмӗш шутланать. Унсӑр пуҫне хула ҫулсерен 70 пине яхӑн туриста тата 30 пине яхӑн экипажри ҫынна йышӑнать.
2009 ҫулта хулри халӑх йышӗ 508 349 ҫынпа танлашнӑ, вӗсем хулан 6 районӗнче пурӑнаҫҫӗ: Ситэ-Лимуалю, Ривьерс, Сен-Фуа-Силлери-Ка-Руж, Шарлебур, Бопор тата От-Сен-Шарль. Хулаҫум тӑрӑхне те шута илсен хулара 746 252 ҫын пурӑнать теме пулать. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне хулара 531 902 ҫын пурӑннӑ, тӗп хула районӗнче — 800 296 ҫын. Халӑх йышне пӑхсан Канадӑра вӑл ку виҫепе саккӑрмӗш вырӑнта тӑрать.
2008 ҫулта Квебека никӗсленӗренпе 400 ҫула ҫитнине пысӑк уяв ирттерсе уявланӑ, ҫапла май вырӑнтисем хула Ҫурҫӗр Америкӑра французсен тӗп вырӑнне йышӑннине палӑртнӑ.
Квебек хӑйӗн истори тӗлӗшӗнчен паха кварталӗпе, музейсемпе культура учрежденийӗсем нумай вырнаҫнипе паллӑ. Квебека ҫавӑн пекех «театрсен хули» те теҫҫӗ.