Капăрлату-килтерĕш ÿнерӗ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Капӑр ал-ӑста ӳнерӗ (лат. decoro,) — «капӑрлатӑп», «илемлетӗп») — илемлӗ пултарулӑх тӗсӗ, ку вӑл профессиллӗ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа ҫавӑрса илет, япаласем туса кӑларасси, вӗсемпе епле те пулин усӑ курасси, илемлӗхпе тата ӳнер тӗллевӗсене пӗрлештереҫҫӗ. Пуҫтаруллӑ термин ӳнерӗн икӗ тӗрлӗ анлӑ тӗсӗсене пӗрлештерет: капӑр та усӑ курма юракана. Хӑш чух ӑна дизайнпа пӗрле япала пултаруллӑхӗ теҫҫӗ. Тӗллевӗ киленесси пулнӑ тата таса ӳнер пулса тӑнӑ илемлӗ ӳнертен уйрӑм, капӑр ал-ӑста ӳнерӗн йышлӑ пултаруллӑх япалисемпе усӑ курма пулать (ал-ӑста ӳнерӗ) е унӑн япалисемпе анлӑн илемлетсе усӑ курма пулать (капӑр ӳнер). Пӗрремӗшӗнче усӑ курасси тӗп ӑнлану пулать, иккӗмӗшӗнче — капӑрлату. ХХ ӗмӗрти ӳнерте йӑла-йӗркеллӗ капӑр-ӑста ӳнерӗн, халӑх промыҫлӑхӗ тата ал-ӑстисен ӗҫӗсем — «ал-ӗҫ туни») майӗпен (анчах тӗппипех улӑштарман) профессиллӗ пултарулӑхри ҫӗнӗ тӗс — дизайн тӗллевлӗ пулса тӑрать.