![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/81/Carduelis_cannabina_2.jpg/640px-Carduelis_cannabina_2.jpg&w=640&q=50)
Кантăр кайăкĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кантăр кайăкĕ - çерçирен пĕчĕк кайăк. Вăрман хĕррисемпе, çулсем аяккипе лартнă йывăçсем çинче пурăнма юратать. Çăмартисем (3-7) шупка симĕсрех кăвак, хăмăр пăнчăсемлĕ. Йăвисене ытларах хырпа чăрăш çине, тĕмсем хушшине тума юратаççĕ. Кантăр кайăкĕсем ӳсентăран апачĕпе пурăнаççĕ. Тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă вĕсен хырăмне ăнсăртран кăна çакланать. Юррине вĕçсе килсе кайичченех илтме пулать. Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Юр çумасăр вĕçсе каймаççĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/81/Carduelis_cannabina_2.jpg/640px-Carduelis_cannabina_2.jpg)