From Wikipedia, the free encyclopedia
Калабри апат-çимĕçĕ — Калабри регионĕнче сарăлнă апатлану йăли.
Кунти апат-çимĕç уйрăмлăхĕ — кăнтăр итали, анлăрах каласан — вăтаçĕр тĕсĕ, унта аш-пăш (сысна, така, качака), пахча (уйрăмах баклажансем) тата пулă çимĕçĕ кĕрет. Апат-çимĕçе — пĕтĕм Италири пекех — пастăпа (чуста пек макарон) тĕхĕмлеççĕ. Италин ытти регионĕсемпе танлаштарсан, климат ырлă пулманнипе е тыр-пул сахал килнипе калабрисем çимĕçе упрама вĕреннĕ. Çавăнпа вĕсем аш-какая е пахча çимĕçне оливка çăвĕнче упраççĕ, кăлпасси тата сивĕтнĕ какай ассорти (Sopressata, Nduja), çыран çумĕнчи зонăра — пулăна (сабли, сардина (sardelle rosamarina) тата треска (Baccalà)) тĕтĕмлеççĕ.
Десертсем — ăшаланă, пыл сĕрнĕ пылак кукăльсем (Cudduraci, scalille или scalidde) е бисквит евĕр пĕçернисем (сăмахран, 'nzudda).
Качокавалло (Caciocavallo) сыр, хĕрлĕ сухан, ăшаланă сысна какайĕ (Frìttuli е Curcùci), Liquorice (liquirizia), Lagane e Cicciari (ceci) (нутпа хатĕрленĕ лазанья евĕр çимĕç), сурăх сырĕ (Pecorino Crotonese) тата пиньолата (Pignolata) апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне кирлĕ компонент пулаççĕ.
Калабри эрехĕсем пирки Итали тулашĕнче пĕлмеççĕ, çапах та авал Калабриа Энотриа (грек Οἰνωτρία, тӳррĕн - «эрех çĕр-шывĕ») ятлă пулнă пулсан та. Ĕлеххи грек йăлипе, Энотриа терми Ликаонăн чи кĕçĕн ывăлĕ Энотр (грек Οἴνωτρος) ятĕнчен пулса тухнă [1]. Хăшпĕр иçĕм çырли тĕммисене Итали çĕрне грексем колониленĕ тапхăрта лартнă. Кунта чии паллă эрехсен сорчĕсем: Cirò (Кротоне провинцийĕ) тата Donnici (Козенца провинцийĕ).
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.