![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/8d/David_Teniers_d._J._006.jpg/640px-David_Teniers_d._J._006.jpg&w=640&q=50)
Кĕнеке
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кĕнеке, — этемлĕх культурин çитĕнĕвĕсен чи пахаллă пайсенче пĕри, нумай ĕмĕр хушшинче çынсен информацине пухса сыхласа хăварма пулăшакан япала. Çырăва кĕнекесенче нумай чухне йĕркелесе çыраççĕ. Татăшах кĕнекене ӳкерчĕксемпе капăрлатаççĕ.[1]
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/8d/David_Teniers_d._J._006.jpg/640px-David_Teniers_d._J._006.jpg)
Кĕнеке — темиçе пĕлтерĕшлĕ термин:
- уйрăм брошюрăпа пичетрен кăларма хатĕрленĕ литература е ăслăлăх ĕçĕ[2];
- полиграфире — пичет продукци тĕсĕсенчен пĕри: брошюрăланă хут çулçисемпе (страницăсемпе) е тетрадьсем çине типограф е алçырав меслечĕпе текстлă тата графиллĕ (капăрлатуллă) информацие кĕртнĕ, 48 страницăран ытла калăпăшлă, хытă хуплашкаллă, тапхăрпа тухакан мар кăларăм[3];
- çырса пымалли («çыру кĕнеки», «ампар кĕнеки») пĕрлехи хуплашкари хут çулçисене пĕрлештернĕ, çаплах литература темиçе пысăк ĕçĕсен пĕри[4].
kъniga праславян сăмахĕ авалхи пăлхар (чăваш) чĕлхинчен пулса тухать, темелле; авалхи пăлхар-чăваш-kenege, кун кĕнеки, йĕкене кунсерен çырни; дунай-болгар *küiniv; уйгур kuin, kuinbitig) Китай чĕлхи kΏüen — свиток (Фасмер пăхăр).