Кĕçĕн пăрлăх тапхăрĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кĕçĕн пăрлăх тапхăрĕ (КПТ) — XIV—XIX ĕмĕрсенче Çĕр çинче планета кăштах сивĕнĕ пулнă тапхăр. Юлашки 2 пин çул хушшинчи çулталăкри вăтам температурăпа чи сивĕ тапхăр. Кĕçĕн пăрлăх тапхăрĕччен климатăн кĕçĕн оптимумĕ (X—XIII ĕмĕр хушăра темелле) — ăшă та тăнăç çанталăк (çемçе кăмăллă хĕл тата хаяр типĕ çанталăксăр çулла) тăнă.