Йĕс
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йĕс — 60,5—97 % пăхăра тата 3—39,5 % цинка пĕрлештерсе тунă хутăш шăранчăк.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f4/Messing-figur.jpg/640px-Messing-figur.jpg)
Çак статьян е секцин стилĕ энциклопедиллĕ мар е чăваш чĕлхин виçине пăсать. Статьяна (секцие) Википедин стилистика йĕркисемпе килĕшӳллĕ тӳрлетмелле. |
Тачăлăхĕ — 8450—8700 кг/м³, шăрану температури — 900—1050 °C. Йĕсĕн чылай таврашсенче тутăхлăха хирĕç çирĕп тăрать.
Йĕсĕн тĕрлĕ тĕсĕсене прибор тата машинă тăвасси промăçлăра, теплотехникăра, радиатор тата конденсатор пăрăхĕсене, йĕсмесене, лентăсене хурçăна плакиламалли чух (плакирование), ылтăн ылмаштăрăвĕ вырăнĕнче уйăру паллисене тата ӳнерлĕ япаласене тунă чух, автомобиль тата сехет тăвас промăçлăра, çаплах сантехника хатĕресене тăвас ĕçре усă кураççĕ.