From Wikipedia, the free encyclopedia
Йăпанăç — канăç тăвас ĕçхĕл, пушă вăхăта ирттерни.
Авалхи Икĕпатра пурăнакансем сĕтелçи вăййисене (тĕсл., сенет) кăмăлланă, йĕркисем упранса юлман. Ачасем тĕрлĕрен теттене юратнă[1], пӳскепе вылянă, çаплах кĕрешӳ пулнине те палăртнă. Пуян çынсем сунара (çав шутра ятарласа вĕрентнĕ йытăсемпе) çӳренĕ, кимĕпе ярăнса çӳренĕ.
Авалхи Грецире спортпа хăтланнисем тата вăйăсем, ăмăртнисем сарăлнă, пурĕ те Олимп вăййисене пĕлеççĕ. Килте ерçнĕ вăхăтра ĕçкĕ-çикĕ (кĕреке) пуçтарнă, вĕсен хушшинче симпосисем шутланаççĕ[2]. Çаплах авалхи грексен театрĕ ĕçленĕ.
Авалхи Римре пĕрлĕх пурнăçĕнче тĕрлĕрен курăнăçсем пулнă: гладиаторсем çапăçнисем тата аренăри кайăксене вăрçтарни, театрти кăтартнисем, колесницăпа чупни, триумфаллă утни. «Çăкăр тата курăнăç» фразăна пурĕ те пĕлеççĕ, вăл патшалăх ĕçченĕсем плебейсене укçа тата çиме валеçсе астарса политикăна тытса пынине пĕлтерет, çаплах циркри курăнăçсем пулнă. Çакнашкал масăллă манипуляцилесе влаçрисем Авалхи Римре халăха тытса тăнă.
Вăтам ĕмĕрсенче Европăра вырсарникунсенче тата христиан уявĕсенче йăпаçсене чарнă. Вырсарникун месси хыççăн йăпанăçланас килнĕ, çавăнпа та чиркӳ картишĕнчех ташланă-юрланă, сăваплăх çыннисем сивленĕ пулин те.
Вăтам ĕмĕрсенче театрти кăтартусем (миракльсем, мистерисем, моралите) тăван чĕлхепе ирттерсе Сăваплă Çырнине епле те пулин ăнлантарнă. Куçса çӳрекен актёрсем (гистрионсем, шпильмансем, жонглёрсем) пулнă, вĕсем публикăна тĕрлĕрен тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă. Çулçерен карнавалсем иртернĕ. Спортри ăмăртусене ирттермешкĕн кашни хула хăйнемай кĕрешӳ тĕсне суйланă. Тĕслĕхрен, испан хулисенче сивĕ ĕçпăшалпа çапăçнă, коррида ирттернĕ, Кăнтăр Англире тата Новгородра — чышкăпа çапăçнă, нимĕç тата фламанд хулисенче — фехтăланă тата кĕрешнĕ.
Хура халăх çаплах пӳскепе, камăн кăмал пулнă, вылянă. Çынсем шашкăлла, шахматла, картла, шăмăлла вылянă. Хăйне евĕрлĕ, халăха илĕртекен «курăнăç» лапамра çынна вĕлерни шутланнă[3].
Англире XVII ĕмĕрте тискер йăпанăçсем (вăкăра вăрçтарни, упана вăрçтарни, йытăсене вăрçтарни, автансене вăрçтарни) анлă сарăлнă пулнă. Утпа ăмăртнисем XVII ĕмĕрĕн пуçламăшчен спорт йышне кĕмен, малашне ĕнтĕ майĕпен вăя кĕрсе пынă. Тăнăçлă çынсем сунара çӳренĕ. Профессионалсем вылякан театр никĕсленнĕ, ун чухне драма, опера тата балет хутăш спектаклĕсене лартнă. Драма сценсем хушшине тăтăшах сценарипе пачах пĕрлехи мар ташăсене кĕртнĕ[4]. .
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.