From Wikipedia, the free encyclopedia
Жак Брель (фр. Jacques Brel [ʒak bʁɛl]; ака, 8 1929, Схарбек, Бельги — юпа, 9 1978, Бобиньи, Франци) — бельги францилле калаçакан сăвăç, бард, актёр тата режиссёр.
Жак Брель 1929 çулхи ака, 8 Схарбекре, (Брӳссел тĕп хула тăрăхĕ, Бельги) çуралнă.
Шкулта çав тери хӳхĕм вĕренмен, çапах та ачаранах çамрăксен спектакăлĕсенче вылянă. Ашшĕ Жака çемйе ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарма пикеннĕ, анчах та ывăлĕн кăмăл туртăмĕ пулман.
1951 çулта Брель Тереза Михильсена качча илет, çав çултах вĕсен Шанталь хĕр çуралать.
1952 çултанпа Жак юрăсем хайлать, вĕсене вăл кил картишĕн варринче е брӳсселри кабаре каçĕсенче кăтартать. 1953 çулта пĕрремĕш 78 çаврăнăшлă пластинка тухать. Çакăн хыççăн кĕçех Жак Канетти паллă культура ĕçтешĕ чĕннипе Брель Париса тухса каять. Яш бельгиçи умĕнче анлă çул уçăлать. 1955 çулта арăмĕпе ачисем те Жак патне Францие куçаççĕ.
1956 çулта Франсуа Робер пианист-аккомпаниатор тата оркестровщикпа çыхăнать, 1957 çулта унăн иккĕмĕш аккомпаниатор, Жерар Жуаннест — концертра хевтелеме — пулать. Çав чухнех унăн тепĕр альбомĕ Шарль Кро академийĕн гран-прине тивĕçет. 1958 çултанпа Брель «Олимпи» тата «Бобино» чаплă залĕсенче хастар пултаруллă ĕçлет. Ăнăçу тӳпинчех 1966 çулта Брель юрлас ĕçпе сценăна хăварать. 1967 çулхи çаан 16-мĕшĕнче Жак Брель юлашки концертпа халăх умне тухать.
1967 çулта Брелĕн киноартист дебючĕ Андре Кайатăн «Профессиональный риск» фильмĕнче пуçланать, вăл вĕрентӳç рольне сăнарлать (вĕренекен хĕрача ăна тавăрас тĕллевпе пусмăрларĕ тесе айăплать). 1971 çулта Марсель Карне Бреле хăйĕн «Йĕркелĕх ячĕпе вĕлерекенсем» ӳнер ĕçĕнче выляттарать, унăн ролĕ — преступник-полицейскисемпе кĕрешекен тӳрелĕх ĕçтешĕ. Эдуард Молинаро унăн камитла хевтелĕхĕпе «Бенжамен кукка» (1969) тата «Зануда» (1973), Клод Лелуш — «Приключение — это приключение» (1972) усă курать. Брель çаплах, режиссёр пулса, икĕ фильм («Франц», 1971 тата «Тискер Анăç», 1973) ӳнерлет.
Брель 1978 ç. юпа, 9 Парисăн тулашĕнчи Бобиньире тăсăм чирленĕ хыççăн вилет. Ăна Маркиз утравĕсенче — Поль Гогенăн вилтăприпе — юнашар пытарнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.