![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/a/ab/%25D0%259A%25D0%25BE%25D0%25BC%25D0%25BC%25D1%2583%25D0%25BD%25D0%25B0%25D0%25BB%25D1%258C%25D0%25BD%25D0%25B0%25D1%258F_%25D1%2581%25D0%25BB%25D0%25BE%25D0%25B1%25D0%25BE%25D0%25B4%25D0%25B0_%25D0%25B4.32.jpg/640px-%25D0%259A%25D0%25BE%25D0%25BC%25D0%25BC%25D1%2583%25D0%25BD%25D0%25B0%25D0%25BB%25D1%258C%25D0%25BD%25D0%25B0%25D1%258F_%25D1%2581%25D0%25BB%25D0%25BE%25D0%25B1%25D0%25BE%25D0%25B4%25D0%25B0_%25D0%25B4.32.jpg&w=640&q=50)
Ехрем хуçа мавзолейĕ
архитектура тата истори палăкĕ / From Wikipedia, the free encyclopedia
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Краткие факты
истори тата культура палăкĕ | |
Ехрем хуçа мавзолейĕ | |
![]() | |
Патшалăх | РФ |
Вырнаçу | Шупашкар хули, Коммуналлă Слобода урамĕ, 28а çурт (унчченхи адрессем çав урамах 32а, 30а) |
Архитектура стилĕ | вырăс çĕнĕ классицизмĕ |
Проект авторĕ | К.С. Олешкевич, М.Я. Деминев, Ф.Н. Малиновский архитекторсем |
Никĕсленĕ вăхăт | 1911 çул |
Статус | Регион шайĕнчи истори тата культура палăкĕ |
Тăрăм | Иоанн Кронштадтский чиркĕвĕ |
Закрыть
Ехрем хуçа мавзолейĕ — Шупашкар хулинчи Коммуналлă Слобода урамĕнчи 28а адреспа вырнаçнă (унчченхи адрессем çав урамри 32а тата 30а) архитектура тата истори палăкĕ. Халĕ унта Вырăс православи чиркĕвĕн (РПЦ) храмĕ вырнаçнă, ăна Иоанн Кронштадский чиркĕвĕ теççĕ.
Ку объекта ятарласа Ехрем хуçана пытарма тутарттарнă, ăна чăнах та унта пытарнă (арăмĕпе пĕрле), çавăнпа та ăна чăннипех мавзолей теме пулать. Анчах та Ехрем хуçапа унăн арăмĕн саркофагĕсене 1918-мĕш çулта унтан илсе тухнă. Ăçта илсе кайни паллă мар.
Сăмахсартан[1]
мавзолей (чаплă çынсен ӳтне вилнĕ хыççăн усрамалли, вĕсене пуççапмами çурт);
Регион шайĕнчи истори тата культура палăкĕ. Унăн ятарлă паспорчĕ пур[2].