From Wikipedia, the free encyclopedia
Джотто ди Бондоне, е ахаль каласан Джотто (итал. Giotto di Bondone) (1267 - 1337) — итал ÿнерçи тата Проторенессанс тапхăрĕн архитекторĕ. Хĕвеланăç ÿнер кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ пайташĕсенчен пĕри. Византи турăш ÿнерĕн йăла-йĕркинчен çĕнтерсе тухайса, итал ÿнер шкулĕн чăн никĕсçи пулса тăнă, тавралăха сăнарлас ĕçре пачах та çĕнĕ меслет уçса çĕнĕ çулсем тупнă. Джоттон пултару ĕçĕсем Леонардо да Винчи, Рафаэль, Микеланджело ÿнерçĕсене хавхалантарнă.
Джотто ди Бондоне | |
Angiotto di Bondone | |
Джотто. «Флоренци ÿнерĕн пилĕк никĕслекенĕсем» ĕç пайĕ, XV - XVI ĕмĕрсем | |
Çуралнă чухнехи ят: | Angiotto di Bondone |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1267 |
Çуралнă вырăн: | Колле ди Веспиньяно |
Вилнĕ вăхăт: | 1337, Кăрлач, 8 |
Вилнĕ вырăн: | Флоренци, Итали |
Гражданлăх: | Итали |
Жанр: | сăрă ÿнер, фреска, мозаика, архитектура |
Сĕм: | Чимабуэ |
Сĕм янă: | Цевио, Армитидж |
Викиампарти ĕçсем |
1267-мĕш çулта Флоренцирен хĕвелтухăçнелле вырнаçнă Виккьо хули таврашĕнчи Колле ди Веспиньяно ялĕнче çуралнă пулĕ теççĕ. Теприсен шучĕпе Джотто 1275-мĕш çулта çуралма пултарнă. Вазари каланă тăрăх Джотто 1276-мĕш çулта çуралнă. Вилме вара, Антонио Пуччи каланă тăрăх, ÿнерçĕ 1337-мĕш çулта, çитмĕл çулта вилнĕ. Пулас ÿнерçĕн ашшĕ Бондоне ятлă хĕресчен (1311/1313çç. вилнĕ) пулнă. Каярах Джотто Веспиньянора çĕр тата кил-çурт илнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.