Даная
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Даная - авалхи грексен халаплӑхӗ тӑрӑх, Аргос патшин Акрисийӗн тата Евридикан (е Аганиппан) хӗрӗ, Персейӑн амӑшӗ. Пӗрремӗш хут ӑна «Илиада»-ра (XIV 319) асӑннӑ.
Грексен халаплӑхе тӑрӑх, Аргос патши Акрисий, оракултан хӑйне Даная ятлӑ хӗрӗн ывӑлӗн аллинчен вилмелле пулнине пӗлсен, хӗрне тӗттӗм кӗлете питӗрсе илме хушать. Зевс турӑ, Данаяна курсан, хӗрӗн илемлӗхне парӑнса унӑн патне маччари шӑтӑк витӗр ылтӑн ҫумӑр пулса кӗрет. Унран Даная Персея ҫуратать, вара Акрисий патша хушнипе амӑшӗпе ывӑлне ещӗке хупса тинӗсе яраҫҫӗ.
Чылай ӳнер хайлавӗсенче — Тицианпа Рембрандтӑн, Корреджпа Тинтореттон, Густав Климтпа ыттисен ӗҫӗсенче Даная пӗлтерӗшлӗ сӑнар пулса тӑрать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.