VI ĕмĕрĕн варринче никĕсленĕскер, Глазго Вăтам ĕмĕрсенче Шотландин паллă тĕн тата вĕренӳ центрĕ шутланать. XVIII ĕмерти промăçлăх революцийĕ ăна Аслă Британире шĕкĕр промăçлăх центрĕ (уйрăмах карап тăвассипе) туса хунă, малашне вара экономика питĕ аталанса кайнипе Глазго империре иккĕмĕш хула (Лондон хыççăн) пулнă. XX ĕмĕрĕн вĕçĕнче, 1920—1970-мĕш çулсенчи кризис хыççăн пурăнан халăх йышĕ чакса пынă, пурнăç шайĕ ӳкнĕ. Глазго влаçĕсем культура тата экономика программисене хатĕрленĕ, пурнăçа ăнăçлă кĕртнĕ.