Гироскопла вăй
From Wikipedia, the free encyclopedia
Гироскопла вăй (нумайлă хисепре Гироскопла вăйсем) — тăрăмран тата вăй тивекен йăмлăхла пăнчăн хăвăртлăхĕнчен килекен механикăлла вăй, тата вăл яланах хайхи хăвăртлăха перпендикулярлă. Гироскопла вăйсен механикăлла ĕçĕ леш йăмлăхла пăнчăн хуть те мĕнле куçнăлăхĕнче те нульпе танлашать, вăл шутра хупă траекторипе куçнă чухне те. Гироскопла вăйсен тĕслĕхĕсем: Лоренц вăйĕ, Кориолис вăйĕ[1]. Гироскопла вăйсем гироскоп пур механикăлла тытăмсенче ытларах тĕл пулаççĕ[2].